Галина Тимофеева Ташлăкуль ялĕнче çуралнă. Хĕрĕн ĕç биографийĕ Кировăри вăтам шкула пĕтерсен, вырăнти ялти клубра ĕçлеме тытăнсан, пуçланнă. Галина ĕç çине творчествăлла пăхнине пула çак культура вучахĕ кĕске вăхăт хушшинче нумай нациллĕ ялсоветĕнчи çынсемшĕн кану тата пĕлÿ саракан вырăн пулса тăнă.
1978 çулта Галина Васильевна Уфари библиотека техникумне пĕтернĕ те Аургазă районĕн тĕп библиотекин литература комплектлакан тата ĕçлесе хатĕрлекен пайне ĕçе вырнаçнă. Тĕп комплектатор, фондовик пулса ĕçленĕ, чĕрĕк ĕмĕр ытла çак пая ертсе пынă. Вăл библиотека системин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.
Галина Тимофеева библиотека ĕçне хăйĕн пурнăçĕн 40 ытла çулне панă. Вăл яваплă, тÿрĕ, çирĕп ыйтакан тата пысăк профессилле специалист пулнă, ăна районта хисеплеççĕ. Унăн активлă пурнăç позицийĕ кăмăла каять. Вăл культура работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулса çирĕм çул ытла ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна РФ тата ПР Культура министерствисен тата культура работникĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Халĕ Галина Васильевна тивĕçлĕ канура. Çаплах активлă, хастар. Тата вăл питĕ лайăх кил хуçи арăмĕ. Çулла садĕнче чечексем ырă шăршă кăларса лараççĕ, пахчаçимĕç тата улма-çырла нумай пулать, сĕтелĕ çинче вара унăн яланах кăпăшка икерчĕ тата кукăль. Вăл питĕ лайăх арăм тата тăрăшуллă анне, телейлĕ асанне-кукамай. Хĕрĕ Светлана – педагог, Уфара пурăнать, ывăлĕ Алексей Красноярскра ĕçлет. Тимофеевсене Артем тата Вадим, чиперкке Елизавета мăнукĕсем савăнăç кÿреççĕ. Туслă çемье – нумай аургазăшăн тĕслĕх.
Галина Васильевна июль уйăхĕнче илемлĕ юбилейне паллă тăвать. Ĕçтеше çак питĕ лайăх дата ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатпăр, ăна нумай çула çирĕп сывлăх, иксĕлми хастарлăх тата пархатарлă ĕçсенче çитĕнÿсем, пысăк телей тата çемье ырлăх-пурлăхĕ сунатпăр.
Лиана Карпован фотоÿкерчĕкĕ.