Радий Хабиров регионти чи пысăк агропредприятисенчен пĕри пулса тăракан „Урожай” компанисен ушкăнĕн инвестици проекчĕсене мĕнле пурнăçланипе паллашнă. Ишлĕ ялĕнче республикăри чи пысăк ĕне ферми тăваççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ çак площадкăра пулса курнă. Мегафермăра 6,5 пин пуç выльăх усрĕç. Çакă сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес сферăри регионта реализацилекен чи пысăк проект. 2018 çулхи декабрьте ăна „Инвестици сехетĕнче” ырланă. Инвестицисен пĕтĕм калăпăшĕ 4,5 млрд тенкĕрен иртĕ.
Иртнĕ çулта комплексăн 1200 пуç выльăх шăнăçмалăх пĕрремĕш пайне ĕçе янă. Регион фончĕ урлă заем парса, республика проекта пулăшнă. Çывăх вăхăтри икĕ çул хушшинче кунта 5000 пуç ытла сăвакан ĕне шăнăçмалăх ĕне витисем, пăру витисем, сĕт сумалли блок тата пулăшулăх çурт-йĕр туса лартĕç.
Радий Хабиров республика умне сĕт паракан выльăх ĕрчетес ĕçре Российăра пĕрремĕш пулса тăма задача лартнине палăртнă.
Республика Пуçлăхĕ çаплах Ишлĕрен инçе мар селекципе сортлă вăрлăх центрне мĕнле тунине кăтартнă. Инвестицисен калăпăшĕ 240 млн тенкĕ пулĕ. „Урожай” компанисен ушкăнĕн руководителĕн Радик Рафиковăн сăмахĕ тăрăх, центрта тулли циклпа производство тума планлаççĕ, унта вăрлăх тасатассине, калибрлассине, имçамлассине шута илнĕ. Ăнланмалла чĕлхепе каласан, ахаль вăрлăхран элита вăрлăх тума задача лартаççĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Султанмурат ялĕнчи 2200 пуç выльăх самăртмалли комплексра пулса курнă.
Регион руководителĕ кунта султанмуратсемпе те хутшăннă, вĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çинчен каланă. Ял çыннисен шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе проблема пур, хăшпĕр кивĕ çуртсене сÿтмелле е реконструкцилемелле, пушар машини кирлĕ.
Радий Хабиров район администрацийĕн пуçлăхне Зуфар Идрисова лару-тăрăва пăхса тухма, çынсене мĕн кирлине тата вĕсене мĕнле пулăшма пулнине ăнланса илме хушнă.
Фото: https://glavarb.ru/rus/press_serv/multimedia/photo/?SECTION_ID=21224