Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Июлӗн 2020, 14:35

Каçхи 11 сехетчен сутĕç

Республикăра алкоголь сут­малли çĕнĕ правилăсем вăя кĕнĕ. Вĕсем спирт тытса тăракан ĕçмесене реализацилемелли вăхăта пырса тивеççĕ.

Çакăнччен вăйра тăнă 22.00 се­хетрен пуçласа 10.00 сехетчен спирт тытса тăракан ĕçмесем сутма чарăва пăрахăçланă. Малашне республикăра федераллă чикĕлев – 23.00 сехетрен пуçласа 8.00 сехетчен - çирĕплетĕç. Анчах та ПР Суту-илÿ тата потреби­тельсен прависене хÿтĕлес енĕпе госкомитечĕ йĕркене тÿрлетме тата вырăнти чикĕлевсем çирĕплетме пултарать. Обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçĕ çине, унчченхи пе­кех, чару сарăлмасть.
Читайте нас: