Пур хыпар та
Общество
20 Июлӗн 2020, 23:25

Шăтăк-путăк вырăнне – çĕнĕ асфальт

Толбазă ялĕ варринче тикĕс асфальт çул тунă.

Урамра яланхи пек мар шăрăх тăрать. Анчах та 35 градус ăшă чухне те çул-йĕр ĕçченĕсем 150 градусран та вĕрирех температурăллă асфальтпа ĕçлеççĕ.
Иртнĕ эрнере вĕсем район центрĕнчи Лесная урамĕ патĕнчи çул тăваткăлĕнчен пуçласа район администрацийĕн çурчĕ таран (çав шутра çул тăваткăлĕ те) участока асфальт сарнă. Çĕнетнĕ çул вăрăмăшĕ - 300 м яхăн. Кунта çуркуннех ДРСУ работникĕсем шывпа тата пылчăкпа тулнă шăтăксене, çурăлнă вырăнсене, ланкашкасене тин çеç тунă хутăшпа тÿрлетнĕ. Уйрăмах халăх сучĕ патĕнчи çул пайĕ проблемăллă пулнă. Халĕ çакă пĕтĕмпех асфальтпа витĕнсе тикĕсленнĕ.
- Çĕнĕ асфальт сарсан Первомайская урамĕ çĕнелсе улшăнчĕ. Юсав валли укçа-тенкĕ республика госбюджетĕнчен уйăрса пачĕç. Çул-йĕр ĕçченĕсене тав тумалла. Вĕсене çанталăкăн кирек епле юнтармăшĕ те хăратмасть, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство енĕпе ĕçлекен заместителĕ Юрий Николаев. – Эстетика çулталăкĕнче тата Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна хатĕрленес йĕркепе пирĕн ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тата сахал мар ĕç тумалла пулать-ха. Район центрĕн хăшпĕр ытти урамĕсене те асфальт сарма планлатпăр. Халĕ ПР Гострансĕнче хушма укçа-тенкĕ уйăрса парас енĕпе ыйтăва тишкерсе тухаççĕ.
Читайте нас: