Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2020, 14:10

ФОК райгаз хыçĕнче тăвĕç

Толбазă ялĕнче бассейнпа физкультура- сывлăха лайăхлатмалли комплекс тăвассине 2019 çулта чарса хунă. Пуçланă ĕçсене про­ектра йăнăшсем пулнă пирки чарнă. Проект тăвакансем тăпрари шывсем çывăх вырнаçнине шута илмен, çакă вăхăт иртнĕçем никĕс çинче палăрĕччĕ.

Иртнĕ эрнере республика Правительстви Аургазăри ФОКа проектлама укçа-тенкĕ уйăрса парасси çинчен ре­шение алă пуснă. Халĕ вăл лицей хыçĕнче мар, райгаз çуртĕнчен аяларах, ялăн кăнтăр-хĕвелтухăç енче, Пар­ковая урамĕнче вырнаçĕ. ПР Капиталлă строительство управленийĕн, ПР Строительство енĕпе госкомитечĕн тата район администрацийĕн эксперчĕсем июньте çакăн пек решени йышăннă.
Кунта условисем ял варринчи пек хĕсĕк мар. Машинăсем тăратмалли пысăк вырăн тума пулать. Çаплах вырăнти рельеф çутçанталăк йĕркеленипе тайлăк пулни каяш шывĕсене хушма насуссемсĕр юх­тарса яма май парĕ. Халĕ ПР УКС пулас комплекс вал­ли проект ĕçлесе хатĕрлеме подрядчик суйласа илме конкурс процедурисем ирттерет. 2020 çулта проект туса хатĕрлемелле тата вăл госэкспертиза иртме тивĕçлĕ. 2021 çулта ăна тума пуçлĕç.
Читайте нас: