Балăклăкуль ялсовечĕ районта чи пысăккисенчен пĕри. Унта пилĕк ял кĕрет: Балăклăкуль, Наумкин, Эмçе, Байкал, Чишме. Кунта 1230 ытла çын пурăнать. „Вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” 131 №лĕ федераллă закона йышăниччен çак ялсен территорийĕнче Балăклăкуль тата Наумкин ялсовечĕсем пулнă. Вĕсене пĕрлештернĕренпе вунă çул иртнĕ. Вăхăт мĕн кăтартса панă? Çав вунă çул хушшинче ялсовечĕн пурнăçĕ мĕнле улшăннă-ха? Балăклăкуль ялсовечĕ ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕпе Любовь Александровапа пирĕн калаçу çавăн çинчен тата нумай ытти çинчен.
- Любовь Александровна, Эсир çамрăкла – 35 çулта - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Хăвăр çине çакăн пек яваплăх илме хăрушă марччĕ-и?
- Çук. Хăрани çукчĕ. Манăн çав вăхăт тĕлне ĕç опычĕ пурччĕ вĕт. Пилĕк çул бухгалтер тата çавăн чухлех ĕçсен управляющийĕ пулса ĕçлерĕм. Реорганизациленĕ хыççăн, 2010 çулхи февральте, ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулса тăтăм, пĕр çула яхăн вăхăтран мана çак должноçре çирĕплетрĕç. Урăхла каласан, пĕрлештернĕ ял тăрăхне ертсе пыма пуçланăранпа вунă çул ытла иртрĕ. Ман умĕн ĕçленĕ, хăйсен опычĕпе паллаштарнă çынсене тав тăватăп. Вĕсем: Ришат Нафиков тата Вячеслав Феоктистов. Вĕсемсĕр мана йывăр пулнă пулĕччĕ. Пирĕн туслă хутшăнусем халĕ те сыхланса юлчĕç. Балăклăкульте вырăнти халăхпа ĕçлеме ĕçсен управляющийĕ Резеда Абдуллина пулăшрĕ, халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Аннене те, Нина Ионовнăна, ăслă канашсемшĕн тав тăватăп. Вăл 82 çулта. „Ăçта тавлашу пур – унта результат пулать”, - тет вăл яланах. Çак сăмахсем мана ĕçре пулăшаççĕ, пурнăçра вĕт тĕрлĕ самантсем пулаççĕ.
- Ял тăрăхĕн администраци ĕçĕн тĕп тытăмĕ мĕнре?
- Чи кирли - тăван ял тăрăхĕ аталанма пурне те туни. Администраци ĕçĕ – вăл, чи малтан, çынсемшĕн тăрăшасси, унта тирпей-илем кĕртес ĕç ыйтăвĕсем уйрăм тимлĕхе тивĕçлĕ. Пурин те хăтлăхра, тасалăхра тата комфортра пурăнас килет. Пирĕн халăх пархатарлă, мĕнпур ĕç çине ăнланса пăхать тесе калас килет. Пĕрлехи çурта йĕркене кĕртме пĕрле тăрăшатпăр. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕçсем çителĕклĕ. Уйрăмах çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен нумай, çавăн чухне тирпей-илем кĕртес ĕçсем малти вырăн йышăнаççĕ.
- Любовь Александровна, ял тăрăхĕн территорийĕ пысăк. Апла пулсан проблемăсем те çителĕклĕ. Иртнĕ çулсенче мĕн тума пултартăр?
- Эпĕ пуçлăх пулса тăнă самантра Балăклăкулĕнче шывпа тивĕçтерес ыйту çивĕч тăратчĕ. Кунта тĕп шыв пăрăхĕ ĕçлеместчĕ, çынсем шывсăр тарăхатчĕç. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ проблемăна татса пама виçĕ çул кирлĕ пулчĕ, паллах. Халăха савăнтарса, тĕпрен юсав ирттернĕ хыççăн пăрăхсем тăрăх шыв юхма пуçларĕ.
Çаплах Наумкин тата Байкал ялĕсенчи çынсем валли пурте усăланакан пилĕк пусă чаврăмăр, Наумкин ялĕнчи икĕ çăлкуçа тирпей-илем кĕртрĕмĕр.
Ялсенче пуринче те урамри çутăсене тĕпрен юсарăмăр. Унччен вăл перекетлĕ марччĕ, анчах та 2016 çулта энерги перекетлекен лампăсем çине куçрăмăр, шута илекен приборсем вырнаçтарса лартрăмăр. Модернизаци пысăк перекет пачĕ, чи кирли – ялсенче çутă пулса тăчĕ.
Çулсем çинчен калас пулсан, вĕсене лайăх лару-тăрура тытма тăрăшатпăр. Асфальт сарнă çулсем çинчи шăтăк-путăксене кашни çул юсатпăр. 2014 çулта Наумкин ялĕн юбилейĕ тĕлне тĕп урамра икĕ километра яхăн асфальт сартăмăр. Тăватă çул каялла Байкал ялне çул турăмăр, унта вăл нихăçан та пулман. Анчах вăл кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, çавăнпа та ку çулла çул-йĕр ĕçченĕсем ăна юсама пуçлĕç. Çаплах çул тăрăх, 2 км тăршшĕ, юр хÿсе тултармасса йывăç лартрăмăр.
Пĕлтĕр ялсем хушшинчи çулсем çинчи шăтăк-путăксене юсарăмăр, тĕп усадьбăсенчи çулсене вĕт чул сартăмăр (сăмах май, кирлĕлĕх пулсан çак ĕçе мĕнпур ялта туса ирттеретпĕр), урамри çутăпа çул çинчи паллăсем вырнаçтарса лартрăмăр. Наумкинра чарăну павильонĕ турăмăр, Эмçере тата Балăклăкулĕнче лартма планлатпăр. Хĕлле ял тăрăхĕнчи çулсене тасатса тăма тăрăшатпăр. Наумкин, Эмçе ялĕсенчи çулсем çине вырăнти вĕт чул сарма тытăнтăмăр.
Вилнисене сума суса асра тытатпăр. Ял тăрăхĕн территорийĕнче вунпĕр масар. Вунă çул хушшинче пиллĕкĕшĕн хÿмине улăштартăмăр.
Çÿп-çап реформи те пиртен пăрăнса иртмерĕ. Йăлари хытă каяшсем валли контейнерсем лартрăмăр, вĕсем валли площадкăсем тума планлатпăр.
Пирĕн калаçура çак факта та асăнмасăр иртме çук. Балăклăкуль кĕперĕпе иртекенсем вăл, виçĕ уйăх хушшинче, мĕнле ишĕлнине кураççĕ пулĕ. Пире çакă питĕ хумхантарать, анчах та ку участок ял тăрăхĕн мар, уншăн çул-йĕр ĕçченĕсем яваплă. ДРСУ начальникĕн Артур Файзуллинăн сăмахĕпе, çак объекта территори заказне кĕртнĕ. Аукцион пĕлтерĕç. Çулталăк вĕçлениччен кĕпере юсаса çĕнетес шанчăк пур.
- Эсир ППМИне активлă хутшăнатăр. Результат куçкĕрет...
- Çапла, эпир Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна пиллĕкмĕш çул хутшăнатпăр, çĕнтеретпĕр, грант илетпĕр. Районта пĕрремĕшсем пулса укçа пухатпăр тесе иккĕленмесĕр калама пултаратăп. Çакă халăх туслă пулнипе, „Наумкино” агрофирма руководителĕ Виталий Воронин спонсорла пулăшу панипе тата район руководстви пулăшса пынипе. Хуçалăхăн çĕнĕ руководителĕ Ильгиз Ханнанов та ял тăрăхне укçа-тенкĕпе пулăшасса шанса тăратпăр.
ППМИне хутшăнни çинчен каланă май эпир, халăха кÿренмелле ан пултăр тесе, ялсенчи объектсене ылмаштарса пыма тăрăшатпăр: енчен те пĕрремĕш çул Балăклăкуль зонине суйласа илтĕмĕр пулсан, тепĕр çул – Наумкин. Пĕтĕмпех пĕр тан пулмалла.
2016 çулта Балăклăкуль ялĕнчи масара хÿме тытрăмăр, 2017 çулта – ялсовет нушисем валли çакмалли оборудованипе МТЗ-82 трактор туянтăмăр, 2018 çулта Наумкин ялĕнчи Культура çуртне (тăррине тата хутса ăшăтмалли системăна) юсарăмăр, 2019 çулта - Наумкин ялĕнчи пуçламăш шкул-ача сачĕ комплекса (тăрри, крыльци, алăкĕсем) юсарăмăр, 2020 çулта Балăклăкуль ялĕнчи Культура çуртне (хутса ăшăтмалли система, чÿречесем) юсамалла пулать. Сакăр çул каялла район бюджетĕнчен уйăрса панă укçапа Культура çурчĕн тăррине 2 млн тенкĕ суммăлăх улăштарни çинчен каламалла.
Виçĕ çул ĕнтĕ „Пурнăçланмалли ĕçсем” проекта хутшăнатпăр. „Единая Россия” партине тавтапуç. Эмçери масара тирпей-илем кĕртрĕмĕр, Наумкинти ача садĕнче хутса ăшăтмалли системăна улăштартăмăр. Пĕлтĕр Наумкинти Культура çуртĕнче тĕпрен юсав ирттертĕмĕр.
Наумкинта чиркÿ тăвас ĕçсем пыраççĕ, халăх çавăншăн Олег Евдокимов ентеше тав тăвать.
Балăклăкулĕнче Йăла çурчĕн пушă ларакан çуртне юсарăмăр, ăна район администрацийĕ вырăнти мусульмансен тĕн организацине мечĕт валли сроксăр усăланма пачĕ. Ял çыннисенчен пухнă укçа-тенкĕпе çурт маччине, урайне, стенисене, хутса ăшăтмалли системине, электропроводкине, крыльцине тата тăррине юсанă. Мечĕте, сÿрĕк мар аургазăсем пулăшнипе, пĕтĕм халăхпа тăваççĕ. Балăклăкуль ялĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ Ниль Зубаиров тата ял çынни Камиль Гадельшин çак ырă ĕçе пысăк тÿпе хушнине палăртас килет.
- Сирĕн ял тăрăхĕ нумай нациллĕ...
- Çапла, çакăнпа мăнаçланма пулать. Пирĕн ялсоветĕнче виçĕ наци пурăнать. Вĕсем – мордвасем, чăвашсем, тутарсем. Пирĕн халăх питĕ туслă, йăла-йĕркене хисеплет. Ĕçсене пĕрле планлатпăр, пĕрле тăватпăр. Сăмахран, ППМИне хутшăнма халăхсем хушшинче пĕр-пĕрне пулăшни кирлĕ. Вăл пур. Уйăрни çук.
Ялсовет территорийĕнче иртекен наци уявĕсене хисеплетпĕр. Çамрăксем тата ваттисем ирттерекен мĕнпур мероприятие активлă хутшăнаççĕ. Балăклăкуль ялсовечĕ республика шайĕнчи мероприяти ирттерекен районти пĕртен-пĕр ялсовечĕ. Паллах, çакă пысăк яваплăх. Наумкинра икĕ çулта пĕрре „Выля, мордва хуткупăсĕ” республика фестивалĕ иртет. Мĕншĕн пирĕн патра? Эпĕ Финн-угр халăхĕсен ассамблейин правленийĕн Пушкăртстан Республикинчен членĕ тата Аургазă районĕнчи мордва диаспорин представителĕ пулса тăратăп. Мордва халăхĕ пурăнакан Наумкин ялĕнче хăнасем йышăнмасан мана çылăх.
Çулсерен районти акатуйра Туслăх урамне хутшăнатпăр, унта, нацине пăхмасăр, ял çыннисем мордва юртине лартма тата хăнасем йышăнма пулăшаççĕ. Çĕршывра коронавируспа çыхăннă эпидемиологи лару-тăрăвĕ улшăнасса тата çĕр ĕçченĕсен плуг уявĕ пулассине шанатпăр.
Пирĕн ял тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Губайдулла Рашитов пурăннине мăнаçланса палăртатăп, вăл халĕ те хастар кăмăллă, хавхалануллă, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.
- Любовь Александровна, ялсоветне пысăклатнă хыççăн вунă çул иртнĕ ĕнтĕ. Вăхăт мĕн кăтартса пачĕ?
- Паллах, эпир пысăклатнă ял тăрăхĕсене ыйтусене татса пама çăмăлрах пулĕ - бюджет пысăкланĕ, тăкаксене оптимизациленĕ хыççăн укçа пулĕ, вăл ял тăрăхне аталантарма кайĕ - тесе шанаттăмăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕн чи кирлĕ ыйтусене татса пама майсем ытларах пулĕç тесе. Вунă çул иртнĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсем тума пулать.
Йышăннă законăн лайăх енĕсем мĕнре-ха? Пĕрлештернĕ ялсоветĕнче ĕçлеме интереслĕрех пулнине йышăнмалла. Мана килĕшет. Паллах, проблемăсем те нумайрах, сăмахран, тирпей-илем кĕртес енĕпе. Анчах та результатсене курсан чун савăнать. Кăмăл тулать. Хамăн командăна, çав шутра депутатсемпе старостăсене тав тăватăп. Нумай тунă, анчах тата сахал мар тумалла пулать.
Пĕрлештернĕ хыççăн, паллах, бюджет пысăкланчĕ, налог хумалли никĕс те ÿсрĕ. Ку вара майсем те ÿсни çинчен калать.
Халĕ - курăнакан çитменлĕхсем çинчен. Çулсерен ял тăрăхне 500 пин тенкĕ президент укçи параççĕ. Анчах та халăх йышне пăхмасăр. Наумкинра 800 çын пурăнать, Балăклăкулĕнче – 600 яхăн, укçа вара пĕр ял тăрăхĕ валли уйăрса параççĕ.
Тепĕр çитменлĕх ППМИне хутшăнассине пырса тивет. Ял тăрăхĕнчен пĕр заявка анчах йышăнаççĕ. Пысăк ял тăрăхĕнче вара, пĕччĕккисемпе танлаштарсан, яланах проблема нумайрах. Кунта та эпир выляса яратпăр пулса тухать.
- Эсир хăвăрăн халăхăра мĕн сунса каланă пулăттăрччĕ?
- Ăнланнăшăн тавтапуç. Малашне те пулăшса пырасса шанатăп. Хамăрăн тăван еншĕн пĕрле эпир нумай тума пултаратпăр. Ялсенче çамрăксем нумайрах пулсанччĕ. Ку вĕт пирĕн ыранхи кун. Анчах халăх ватăлать. Демографи хавшать. Шкулсем хупăнни палăрать. Питĕ шел. Ялсем çĕнĕрен чĕрĕлсе каясса шанса пурăнатпăр.
Фотоÿкерчĕке Балăклăкуль ялсовечĕн сайтĕнчен илнĕ.
Л.А.Александрова Наумкин ялĕн çыннине Николай Федорова юбилей ячĕпе саламлать.