Пур хыпар та
Общество
17 Июлӗн 2020, 14:50

Сăлтавĕ пур, тăрăшмалла

„Урă ял-2020” республика конкурсĕн приз фондне 10 хут ÿстернĕ.

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чух­не çакăн пек решени йышăннă. Проектăн географийĕ те анлăланĕ. Йĕркелÿçĕсем умне участниксен шутне 2 пине çитерме задача лартнă. Кашни районта ялсен 50 процентне явăçтарма планлаççĕ. Кăçал конкурс çинчен положение улшăнусем кĕртеççĕ. Хутшăнакан ялсене тăватă ка­тегорине пайлĕç: 3 пин çынран пуçласа, 1-3 пин çын, 200–1 пин çын тата 200 çынрах сахалрах. Ял аталанăвĕн комплекслă программине çĕнтерÿçĕ пилĕк ял кĕрĕ.
Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр „Урă ял-2019” конкурса республикăри 52 район­тан 464 ял хутшăннă, çав шутра Аургазă районĕнчи Турумбет ялĕ. Зианчура районĕнчи Башкирская Ургинка ял, унта 1010 çын пурăнать, пĕрремĕш вырăн йышăннă тата 500 пин тенкĕ калăпăшпа преми илнĕ.
Читайте нас: