Табличкăсене илсе пăрахаççĕ
Юламан ялĕнчи пĕвере çулĕ çитмен ача путса вилнĕ инкеке пула района ПР Госкомитечĕ çумĕнчи Пушар профилактики служба центрĕн представителĕсем шыв объекчĕсене тĕрĕслеме килнĕ. Район администрацийĕн, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле шыва кĕме оборудованилемен вырăнсем тăрăх рейд ирттернĕ. Малтан Юламан ялĕнчи кÿлле пăхса çаврăннă. Кунта тĕрĕслекенсем шыва кĕме юраманнине пĕлтерекен паллă курман. Толбазă ялсовечĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Айдар Нафиков „Шыва кĕме юрамасть” паллăна канакансем хăйсем пĕрмаях илсе пăрахаççĕ тесе ăнлантарнă.
- Июнĕн 29-мĕшĕнче кăна кунта аншлаг тăратчĕ, паян, июлĕн 9-мĕшĕнче, ăна илсе пăрахнă, - ÿпкелешет ялсовет пуçлăхĕ.
Комисси Юламанти пĕве шыва кĕме хăрушă тесе йышăннă, унăн тĕпĕнче лакăмсем пур, шыв патне анмалли вырăна оборудованилемен.
Балăклăкуль кÿлли патĕнче патрульленĕ чухне правăна сыхлакансем арçынсен ушкăнне штраф хунă. Ку кÿлĕре шыва кĕме чарнă. Çавăн çинчен тивĕçлĕ паллă та пĕлтерет. Шыва кĕрекенсен сăмахĕпе, вĕсем паллăна курман. Çавăн чухне вĕсем спирт тытса тăракан ĕçмесем ĕçнĕ. Пушар профилактики служба центрĕн инструкторĕ Владимир Гаврилов шыва кĕнĕ чухне алкоголь ĕçни, уйрăмах шăрăх çанталăкра, мĕнпе вĕçленме пултарасси çинчен каласа панă. Йĕркене пăснă тăватă çын тĕлĕшпе административлă протокол çырнă. Халĕ вĕсене КоАП 12.13 статйипе килĕшÿллĕн 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф кĕтет.
Иртнĕ çултах республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров муниципалитетсене шыва кĕмелли вырăнсем оборудованилеме хушнă. Халĕ республикăри 14 районта санкциленĕ пляжсем çук. Эпир çав списокра. „Шыва кĕме юрамасть” табличка лартса анчах проблемĕна татса пама çук. Чăн та, температура 30 градус ытла ăшă чухне çынсем шыв патне туртăнаççĕ. Вĕсен канма право пур. Çавна валли районта мĕнпур услови пулмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов Пушар профилактики служба центрĕ ППС ГКУ начальникĕпе Радик Гареевпа тĕл пулнă чухне те сăмах çавăн çинчен пычĕ. Калаçура Зуфар Явдатович администраци пляж йĕркелеме çитес çулхи бюджета укçа-тенкĕ хывма тăрăшасси çинчен каларĕ. Çавна валли 1 млн тенкĕрен кем мар укçа кирлĕ пулать. Ĕçсен шутне кÿлле юшкăнран тасатасси, пĕве тĕпне тата шыв пахалăхне тĕрĕслесси, çырана хăйăр тăкасси, хÿме, сăнамалли вышка тăвасси тата ытти кĕрет. Анчах та кăçал ăна валли укçа çук. Финанс управленийĕн начальникĕн Земфира Саярован сăмахĕпе, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне район бюджечĕ 15 млн тенкĕ ытла укçа пухса çитереймен. Çакă пандеми результачĕ. Дефицит тупăшсем чакнипе, предпринимательсене тата халăха социаллă пулăшу мерисем – парăмсене каяраха куçарни, налог çăмăллăхĕсем тата ытти - панипе çыхăннă.
Пулас пляжа Балăклăкуль ялĕнчи кÿлĕре тума шутлаççĕ. Ĕç калаçупа анчах вĕçленмессе, çывăх вăхăтра районта оборудованиленĕ лайăх пляж пуласса шанса тăрăпăр.
Хыççăн калани: материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Семен, Манъел, Каменка ялĕсенчи тата виçĕ арçын путса вилни паллă пулчĕ.