Пур хыпар та
Общество
14 Июлӗн 2020, 12:15

97 çул тултарнă ятпа!

Романов Владимир Евстафьевич çуралнă кунне паллă тунă.

Çак кунсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Çĕнĕ Федоровка ялĕнче пурăнакан Романов Владимир Евстафьевич хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă – ăна 97 çул тулнă.
Кашни çыннах пÿрмен çавăн чухлĕ пурăнма. Вăрăм ĕмĕрлĕ çын вăрçă ветеранĕ, районта шутлă юлнă çынсенчен пĕри пулни уйрăмах хаклă. Çак ăрăва тата нумай çул пире мăнаçлăх туйăмĕ парса, май пур таран ытларах савăнтарса пурăнма сунас килет.
Читайте нас: