Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Июлӗн 2020, 11:00

Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов саламлать.

Муниципаллĕ район Совечĕ тата администрацийĕ сире професси уявĕпе – Россия Почти кунĕ ячĕпе саламлаççĕ!
Çĕнĕ коммуникаци технологийĕсем тăтăшах аталан­са пынине пăхмасăр, почта чи массăллă тата уçă çыхăну тĕсĕсенчен пĕри пулса юлать, ялти почтальон вара аургазăсемшĕн яланах кĕтнĕ хăна тата ырă хыпарсем илсе килекен.
Кăткăс, анчах пирĕн район халăхĕшĕн питĕ кирлĕ сирĕн кулленхи ĕçĕршĕн тав сăмахĕсем йышăнсамăр. Çирĕп сывлăх, мир, ырлăх-пурлăх сунатпăр!
Читайте нас: