Тăватă чипер хĕрарăм Чăваш Хурамал тата Бишкаин ял тăрăхĕсенчи 600 ытла çурта тивĕçтерсе тăраççĕ. Кашни виççĕмĕш çуртра пирĕн район хаçатне çырăнса илеççĕ. Çакă пĕтĕмпех почта ĕçченĕсем тăрăшнипе. Туслă коллектив çырăнтару планне пĕрмаях ирттерсе пурнăçлать, районта тивĕçлипе „Россия Почтин” чи лайăх çыхăну уйрăмĕ пулса шутланать.
Уйрăм начальникĕ Вера Борисова кунта икĕ теçетке ытла çул ĕçлет.
- Ирина Федорова, Ольга Федорова, Людмила Герасимова почтальонсем хăйсен ĕçне чунне парса пурнăçлаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме çăмăл, - тет Вера Михайловна.
Кăçалхи çырăнтару кампанийĕнче лайăх результатсем тума бишкаинсене коронавирус пандемийĕ те чăрмантарман. Вĕсем ял çыннисене район хаçачĕ илсе тăма активлă çырăнтараççĕ, издани ирттерекен призсен вылявне хутшăнма пулăшаççĕ. Сăмахран, Людмила Герасимова харпăр изоляциленмелли вăхăтра, вулакансем ăнăçăва тĕрĕслесе пăхма пултарччăр тесе, почтăпа „АХ” редакцине 20 çырăнтару абонементне ярса панă.
Почтальонсене яланах кĕтеççĕ. Йывăр тата çăмăл вăхăтра. Кăçалхи çуркуннехи пек. Вĕсем хăйсен сумкисене çĕнĕ хаçат-журнал кăна мар, эпир килте юлма, куллен кирлĕ таварсем те тултарса çула тухнă. Почта работникĕсем хушшинче вара нумай ачаллă амăшĕсем те пур...
Хÿтлĕх маски, перчетке – ĕç кунĕн кирлĕ япалисем. Малтан, хĕрарăмсем пĕлтернĕ тăрăх, çынсем вĕсем килсе çÿрени çине асăрханса пăхнă. Кайран хăнăхнă.
- Ватă çынсемшĕн çирĕп карантин пулнă пирки, вĕсен пенсине крыльца çинче хăвараттăмăр, çурчĕсене кĕмен. Пире тавăрса панă укçана та крыльца çинче хăваратчĕç, - каласа парать Ирина Федорова.
Хальхи почта мĕнлерех вăл? Пĕр иккĕленÿсĕр, çак учреждени тахçанах ĕнтĕ посылкăсем паракан тата яракан, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлевсем йышăнакан пункт кăна мар. Унта паракан пулăшусен шучĕ пĕрмаях ÿссе пырать. Халĕ кунта счет уçма, банк карттин формальноçĕсене тума, кредит илме тата нумай ыттине тума пулать. Çавăнпа та „Россия Почти” сотрудниксемшĕн – ĕç вырăнĕ кăна мар, вĕренÿпе аталану вырăнĕ те.