Пирĕн районта ялхуçалăх предприятийĕсем, промышленность, вак тата вăтам бизнес лайăх хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Тата социаллă сектор активлă аталанни те питĕ савăнтарать.
Кризис центрĕн руководителĕпе, „Ярослава” пысăк ыркăмăллăх организацийĕн генеральнăй директорĕпе Мария Дугинапа пирĕн калаçу çавăн çинчен.
- Мария Сергеевна, Аургазă районĕнчи сирĕн организаци тата унăн ĕç çул-йĕрĕсем çинчен кăштах каласа парăр-ха, тархасшăн.
- Кризис центрĕ – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачаллă хĕрарăмсем валли талăк тăршшĕпе ĕçлекен приют. Августра вăл уçăлнăранпа икĕ çул пулать. Çак вăхăтра 12 амăшĕ тата 21 ача пирĕн патра пулăшу илчĕç. Виçĕ ача çуралчĕ.
Пирĕн центрта кашни гражданин, нацине, тĕне ĕненнине пăхмасăр, кирек епле лару-тăрура, кирек мĕн чухлĕ ачапа та, комплекслă пулăшу илме, çав шутра пурăнма тата реабилитациленме, пултарать. Пирĕн пата килекен хĕрарăмсем тĕрлĕрен: ача çурчĕсен унчченхи воспитанникĕсем, алкогольпе иртĕхекен çемьесенче ÿснисем, çемьере арçын ал хунине тÿснисем. Çаплах хăйсем тĕллĕн ачисене воспитани паракан амăшĕсем те, вĕсен çурчĕсене тĕп коммуникацисенчен уйăрнă пирки хĕлле сивĕ, пурăнаççĕ. Пĕчĕк ачасемпе пурăнма килекенсен шучĕ ÿссе пырать. Центрта пурăнмалли вăтам вăхăт çур çул, паллах, çак хушăра вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарма çук, анчах та эпир пĕчĕк ачапа пурăнма условисем тума; пухăннă проблемăсене татса пама; енчен те хĕрарăм пурăнмалли правилăсене пăхăнать – хăйĕн ачисене пăхать - пулсан, коммуналлă пулăшусемшĕн парăмсене тÿлесе татма, пирĕн организаци шучĕпе пĕлÿ е професси илме, ĕçе вырнаçма, çурт-йĕр тара илме пулăшма пултаратпăр. Центрта психолог, педагогсем, наставник-комендантсем ĕçлеççĕ. Ку вăл çынсен шăписем тĕлĕшпе сÿрĕк мар профессионалсен тата ялти хисепе тивĕçлĕ çынсен коллективĕ.
- Пирĕн районта тата мĕнле проектсем реализациленеççĕ?
- Иртнĕ çулта район администрацийĕпе пĕрле эпир аслă классенче вĕренекенсене воспитани пама тĕлленĕ „Йăлари çемье шкулĕ” Президент грантне çĕнсе илтĕмĕр. Кризис центрĕн ĕçĕ – опекăна илнисем ăнланса тĕрĕс пурнăç çулне, шанчăклă мăшăр суйласа илме, çемье хутшăнăвĕсем йĕркелеме кирлĕ пĕлĕве хăй вăхăтĕнче илменнин хыççăнхи результачĕ пулнине ăнланни пĕлтерĕшлĕ. Халĕ ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене малашлăхра çирĕп çемье йĕркелеме кирлĕ пахалăхсем пама ансат мар. Пирĕн проекта хутшăнакан шкул ачисем хăйсен сочиненийĕсенче мăшăрланма ашшĕ-амăшĕсем пиллени, йăлари çемье хаклăхĕсене парăнса тăни кирли çинчен çыраççĕ. Учительсем уроксенче Российăри демографи кризисĕ çинчен, яваплăх, пĕр-пĕрне хисеплени тата тÿсĕмлĕ пулни çинчен калаççĕ. 26 уçă урок ĕçлесе хатĕрленĕ, вĕсене 747 шкул ачи хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене пурне те Культура керменĕнче призсемпе тата парнесемпе наградăланă. Халĕ районта преподавательсен вăйлă команди йĕркеленнĕ, çавăнпа эпир аслă классенче вĕренекенсем яланхи куçăн майпа вĕренме тытăннă хыççăн дискуссисене, тренингсене хутшăнма пултарассине, мăшăрлă пурнăçпа 5, 10, 20 тата 40 çул та пĕрле телейлĕ пурăнакан нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулассине шанса тăратпăр.
Мартра Пушкăрт гимназийĕнче пурăнакан хĕрачасем валли районта пĕрремĕш „Амăшлăх шкулĕ” уçăлчĕ. „Аттелĕх шкулне” уçма хатĕрленетпĕр. Ку программăна нумай профиллĕ колледжпа пĕрле çулĕ çитмен ачасен ĕçĕсем тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе комиссинче учетра тăракан çулĕ çитмен ачасем валли хатĕрленĕ.
Çамрăксене туслă хутшăнусем аталантарма пулăшма „Иккĕн” çĕнĕ проект реализацилеме пуçларăмăр. Ĕçĕн формачĕ çĕнĕ – ташăпа мастер-классене куçакан тренинг занятийĕсем. Çамрăксем интересленме пуçларĕç, район администрацийĕпе эпир Наумкинта, Мурадăмра, Чăваш Хурамалĕнче тата ытти ялсенче темиçе мероприяти ирттертĕмĕр те ĕнтĕ.
Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасем çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕсем валли „Хирĕç утăм” клуб ĕçлеме пуçларĕ. Пандеми пуçланиччен районта Оренбургри паллă психолог-дефектолог Юлиана Юмашева пулса курчĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕсем валли лекци тата тренинг ирттерчĕ, вĕсем клуб участникĕсен асĕнче юлчĕç. Эпир малашне те пайăр профиллĕ специалистсене чĕнме хатĕр, вĕсем кашни хуларах та мар пур, анчах та ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасене воспитани парассипе çыхăннă кăткăс ыйтусене татса парассинче вĕсен опычĕ кирлĕ. Пандеми вăхăтĕнче пулăшу кирлисене пурне те пулăшма тăрăшрăмăр – маскăсем çĕлерĕмĕр, хамăрăн сотрудниксене тата пулăшу илме государство списокне лекмен аургазăсене апат-çимĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Пуçланă ĕçе июльте малалла илсе пыма, пĕчĕк ачаллă çемьесене апат-çимĕçпе кăна мар, самаях хаклă тăракан ача-пăча гигиенин хатĕрĕсемпе те пулăшма тăрăшăпăр.
- Мария Сергеевна, сирĕн центр çумĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Каласа парăр-ха, тархасшăн, мĕн тума планлатăр?
- Пĕлтĕр эпир Центра анлăлатма тăрăшрăмăр, пирĕн иккĕмĕш хут пулса тăчĕ: занятисем валли пÿлĕм, тумтир упрамалли кладовой, хушма санузел тата душ пÿлĕмĕ, блок, апат-çимĕç упрамалли вырăн тата çĕнĕ хÿме. Çаплах выльăх-чĕрлĕх картишне юсарăмăр, чăхсемпе кроликсем валли читлĕхсем турăмăр. Кăçал ялти тата Стерлитамак хулинчи пуçаруллă çынсен ушкăнĕпе ача-пăча площадки тăватпăр. Çак пархатарлă ĕçре пире район администрацийĕ, Толбазă ялсовечĕ, нумай профиллĕ колледж, ДРСУ, „Аургазымонтажсервис” ООО, „Комплекс Нурлы” ООО, Э.М. Давлятшин, Е.В.Аминова, А.Х.Равилова ИПсем, строительство таварĕсен „Юлдаш” магазинĕ, „Киндервиль” ача-пăча клубĕн руководителĕ тата ыттисем пулăшаççĕ. Пурне те чунтан тав тăватпăр.
- Кризис центрĕн çĕр участокĕ те пур...
- Çапла, ку савăнтарать. Пирĕн учредитель Денис Эдуардович Мигель центртан инçе мар вырнаçнă 13 сотăй çĕр участокне вăхăтлăха тÿлевсĕр усăланма пачĕ. Пирĕн Центрта пысăк мар сад-пахча зони пур, анчах та вăл тăватă сотка яхăн çеç. Пурăнакансене пурне те çырлапа тата пахчаçимĕçпе тивĕçтерме ку сахал. Çаплах 150 пуç ытла шутланса тăракан килти чĕрчуна пăхмалла. Çĕнĕ участокра эпир кроликсем валли выльăх картишĕ, пахча тума, 12 метр вăрăмăш теплица лартма, çавна май пирĕн выпускниксенчен хăшпĕрне ĕç вырăнĕ уйăрса пама шутлатпăр.
Çаплах çĕнĕ участокра икĕ çемье валли Центрăн иккĕмĕш корпусне туса лартма планлатпăр, проект тăвас енĕпе ĕçлетпĕр. Çавăн çинчен тахçанах шухăшласа хунă, районта пушар тата ытти кăткăс лару-тăру пĕрре мар пулчĕç, администраци çавăн чухне нумай ачаллă çемьесене вăхăтлăха вырнаçтарма ыйтса çырчĕ. Шел пулин те, хальхи корпусра çемьепе пурăнмалли мая шута илмен. Çав участокра çурт пур, анчах та вăл авариллĕ лару-тăрура. Тата тепĕр проблема та пур: унта нумай çул алкоголе ернĕ çынсем пурăннă. Территори пысăк çÿп-çап вырăнне аса илтерет – ахаль çÿп-çапсăр пуçне унта специализациллĕ техникăпа кăна çĕклеме май пур бетон конструкцисем нумай. Çав купасене пĕтерме пулăшма кăмăл тăвакан çынсене чунтан тав тăвăпăр.
- Мария Сергеевна, сирĕн шутăрпа çынсене пурнăçра мĕн çитмест?
- Ыркăмăллăх! Пирĕн организаци Пушкăртстанра кăна мар, Чулхула облаçĕн территорийĕнче те нумай çул ĕçлет. Пирĕн команда – 50 ыркăмăллăх сестри, вĕсем хулан пилĕк пысăк больницинче выртакан тата сывалми çынсене тата ачасене пăхаççĕ. Ку проект „Юратса пăхасси” ятлă, мĕншĕн тесен çывăхрисене юратмасан пурнăçра нимĕн те пулмасть. Эпĕ ватă, çын хутшăнăвĕ кирлĕ çынсене пăхма Толбазăра хĕрарăмсенчен тăракан ушкăн йĕркелесшĕн. Ку манăн ĕмĕт. Шăпах çакăн пек парăнса çынсене пулăшнăшăн мана пĕлтĕр Мускавра медальпе наградăларĕç. Пирĕн патра пурăнакан çынсем вĕсенчен ытларах та йывăртарах пурнăçпа пурăнакансене курсан лайăхчĕ. Нумайăшĕ хăйне телейсĕр тесе шутлать, анчах та хăвăн çинчен манса ыттисен тарăхăвне курсан – тĕнче çине урăхла пăхатăн.
- Мария Сергеевна, сирĕн пурнăçри тĕп принцип пур-и?
- Паллах. Эпĕ халĕ Президент гранчĕсен конкурсне хатĕрлекен проект ятĕнче пытаннă вăл. Манăн проект „Чун тумламсемпе çутă пухать” ятлă – çакă пандеми вăхăтĕнче уйрăмах инкек тÿснĕ çынсене пулăшма ыйтса чунтан тухнă сăмахсем. Çĕнĕ ĕç пуçлас тата палăртнă тĕллевсене реализацилес тесе эпĕ сахалрах калаçма, нумайрах тума тăрăшатăп. Тата, паллах, пирĕн пурнăçра пур мĕнпур чи ыррине тата питĕ лайăххине тумлампа пухма...