Районăн госавтоинспекцийĕ скутерсен, мопедсен тата мотоциклсен çамрăк водителĕсен ашшĕ-амăшне чĕнсе калать. Асра тытăр: - Мототранспортпа 16 çулхи ÿсĕме çитсен тата автошкулта вĕренсе права илнĕ хыççăн çеç çÿреме юрать. 12-15 çулхи ачасем руль умне ларса вĕçтерсе пыни халĕ сайра пулакан япала мар. Вĕсем, кирек епле хăрушсăрлăх хатĕрĕсене шута илмесĕр, мотоциклсен тата скутерсен рулĕ умне хăюллăн лараççĕ тата хăвăртлăха нумай ÿстереççĕ. Вара çакăн пек пуçтахлăх хăрушă инкек патне çитерет. - Çамрăк мотоциклистсене административлă яваплăх тыттарма явăçтармаççĕ, анчах çула çитменнисен ĕçĕсемпе ĕçлекен инспекторсен вĕсене профилактика учетне тăратма тата ашшĕамăшне яваплăх тыттарма явăçтармалли право пур. Çакăнсăр пуçне, транспорт тытса пымалли правасăр çынна транспорт тытса пыма панăшăн 30000 тенкĕ штраф шута илнĕ. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хăвăрăн ачăра мототранспорт туянса, вăл çулпа çÿремелли правилăсене пĕлнине эсир шанса çитме тивĕçлĕ. Ачăрсене упрăр!