Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Июлӗн 2020, 20:00

Пенсин перекет пайне законсăр куçарнă. Мĕн тумалла?

Уфа хулин Советски районĕн прокурорĕн аслă помощникĕ Л. РАМАЗАНОВА канаш парать.

РФ Пенси фондĕнчен (граждансем унта хăйсен пухăннă укçине хăйсен ирĕкĕпе куçарнă е государствăн мар пенси фончĕсенчен) законсăр, вĕсем ирĕк памасăр государствăн мар ытти пенси фончĕсене (НПФ) пенсин перекет пайне куçарнин факчĕсем тăрăх граждансем прокуратурăна тата право сыхлакан ытти органсене час-часах ыйтса килме пуçларĕç. Килнĕ заявленисем тăрăх прокурор тĕрĕслевĕн результачĕсем укçана çакăн пек куçарни законсăр пулнине кăтартаççĕ. Граждансем конкретлă НПФпа пенсие страхласси çинчен договора тата пенсин перекет пайне куçарасси çинчен заявленине алă пусман, çавна тума ирĕк паман. Çакăн пек ĕçсене пула граждансем час-часах инвестици тупăшне çухатаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ятĕнчен алă пуснă заявленисенче, яланхи пек, пенсин перекет пайне НПФа срокчен маларах куçарасси çинчен сăмах пырать. Хăйсен пенсин перекет пайĕ хальхи вăхăтра ăçта пулнипе тăтăшах интересленменни, вĕсене куçарнă фактсем çинчен граждансем вуçех пĕлменни кăтартнă фактсене тупса палăртассинче проблема пулса тăрать. Çак тĕслĕхре пенсие страхласси çинчен тунă договора законлă мар тесе йышăнма тата пенсин перекет пайне каялла куçарма ыйтса суда заявленипе кайни пăснă правасене хÿтĕлемелли мелсенчен пĕри пулса тăрать. Çаплах прокуратурăна ыйтса кайса хăвăн правусене хÿтĕлеме пулать, мĕншĕн тесен гражданинăн пенси прависене пăснă тĕслĕхре вăйра тăракан законодательствăпа прокурора унăн интересĕсене хÿтĕлесе суда каймалли право панă.
Читайте нас: