Пур хыпар та
Общество
7 Июлӗн 2020, 12:00

Фронтовиксене – телефонсем

Çĕнтерÿ волонтерĕсем çак кунсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем патĕнче тепĕр хут пулса курнă. Кашнине кĕсъе телефонĕ тата сроксăр тÿлевсĕр тивĕçтерсе тăма сим-карттă илмешкĕн сертификат парнеленĕ.

Парнесем „Единая Россия” партин вырăнти уйрăмне Çĕнтерÿ кунне тÿр килтернĕ „Фронтовиксене телефонсем” акци йĕркипе килнĕ. Пĕрремĕш çĕнĕ кĕсъе телефонне Асăнупа куляну кунĕнче „Аургазăсене – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата тыл ĕçченĕсене” обелиск патне чечек хунă чухне Толбазă ялĕнчи Шариф Мусагитова панă. Ытти сакăр фронтовика, çав шутра ветерансемпе танлаштарнă Николай Тихонова (Трудовка ялĕ) та, гаджетсене килĕсене илсе çитернĕ. - Парне ветерансене питĕ килĕшрĕ. Эпир, волонтерсем, вĕсемпе кашни эрнере çыхăнăпăр, вĕсен сывлăхĕ, кăмăлĕ тата мĕн кирли çинчен ыйтса пĕлĕпĕр. Çаплах кашни ветеран пире шăнкăравлама пултарать, вĕсен аллинче халĕ телефон пур вĕт: меллĕ пысăк кнопкăсем, лимитсăр ĕмĕрлĕх çыхăну тата хăрушлăх кнопки, - терĕ партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Эдуард Исламов.
Читайте нас: