Пур хыпар та
Общество
2 Июлӗн 2020, 11:35

Пуçламăш шкулăн хÿмине çăнетнĕ

Толбазăри иккĕмĕш шкулăн пуçламăш классен хÿмине çĕнетнĕ.

Толбазăри иккĕмĕш шкулăн пуçламăш классен корпусĕ пĕлтĕрхи сентябрь тĕлне кăна çăнелсе улшăннăччĕ. Ачасен телейне, юсав ĕçĕсем çакăнпа кăна вĕçленмен. Халĕ, „Пурнăçланмалли ĕçсем” проект йĕркипе шкул территорине туптаса тунă çĕнĕ хÿмепе тата хапхапа улăштарнă. Çак тĕллевпе республика тата вырăнти бюджетсенчен 780 пине яхăн укçа уйăрса панă. Июньте рабочисем кивĕ хÿмене çĕннипе улăштарнă.
Читайте нас: