Толбазă ялĕнчи Кану паркне тирпей-илем кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ. Уçăлса çÿремелли пĕчĕк çул, саксем, ача-пăча площадки тата спорт тренажерĕсем çумне кунта халĕ архитектурăн пĕчĕк формисем хушăннă: çурисемпе упа амăшĕ, улитка, тимĕр шапа, йывăç çине улăхакан упа çирисем. Ачасем кăмăлпах чĕрчунсене сăнаса пăхаççĕ, вĕсемпе выляççĕ.