Шланлăри 38 çулхи хĕрарăм Семен ялсоветĕнче çĕрйĕркелÿçĕ- специалист пулса виççĕмĕш çул ĕçлет. Ĕç ăна килĕшет. Надежда çак тапхăр хушшинче хăйĕн профессине тĕпĕ-йĕрĕпе алла илме тата вĕренме, йывăрлăхсене тÿсĕмлĕ çĕнтерме вĕреннĕ те ĕнтĕ.
Çемье – акă мĕн хавхалантарать çамрăк хĕрарăма. Çапла пулса тухнă: Надежда унăн пуçлăхĕ пулса тăрать, икĕ ачине пĕччен пăхса ÿстерет. Асли, ывăлĕ Дмитрий, 13 çулта, хĕрĕ Диана – 11 çулта. Ялта пурăнса, кахал пулаймăн. Амăшĕ хăйĕн ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать. Вĕсем амăшне хуçалăхра пулăшма юратаççĕ, пуçланă ĕçе яланах, асăрхаттармасăрах, вĕçне çитереççĕ.
- Эпĕ вĕсене тивĕçлĕ воспитани паратăп. Вĕсем ырă, ĕçлеме юратаççĕ тата пулăшма хатĕр. Дима – отличник, математикăра çитĕнÿсем тăвать, Дианăн вара художество таланчĕ пур. Вăл илемлĕ ÿкерет, - каласа парать Надежда Васильевна.
Туслă çемье велосипед спорчĕпе интересленет. Велосипедсемпе час-часах улăха, вăрмана кайса çÿреççĕ, тăван ен илемĕпе киленеççĕ. Мĕншĕн волонтер пулни çинчен ыйтсан ансат хуравлать:
- Чĕре хушнипе. Волонтерлăх маншăн чун-чĕре терапийĕ евĕрлĕ. Маншăн тăван ял тăрăхĕн шăпи пурпĕрех мар. Çитменнине тата, ялсенчи çынсем мана пĕлеççĕ тата шанаççĕ. Тĕрĕс пулма тăрăшатăп, пулăшу кирлĕ çынсем патĕнчен иртсе каймастăп. Ыттисене пулăшни – хăвна кăтартмалли тата хăвăн пултарулăхне пурнăçламалли чи лайăх мел, - çапла шутлать Надежда Семенова.