Çак çĕре эсир пĕлетĕр–и:
Ватă та вăл, ĕмĕр çамрăк та.
Ăсан туйĕ хÿхĕм çав тери –
Курсан чун киленĕ вăрманта.
Уявра уяв ку çĕршывра,
Ĕçĕпе – хускатĕ вăл тăва!
Кам–ха, кам çак халăха пĕлет:
Вăл çĕр-пин сăмахпала пуплет.
Çĕр-пин юрă–çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр-пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет…
Пырса курăр — йăлт сирĕнпеле
Хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле.