Уяв ячĕпе, чăвашсем! Сывлăх, ырлăх, телейпе юрату, ăнăҫу, мирлĕ пурнăҫ! Пире нумайрах савăнăҫ пултăр, хуйхи-суйхине курмалла ан пултăр! Чăваш Ен темиҫе ĕмĕр каялла Тĕнче тăрăх саланнă ачисене яланах хапăл туса кĕтсе илтĕр! Туслăхпа тăванлăх туйăмне ҫухатмасăр малашне те пĕрле пулар!
Чăваш автономийĕн юбилейĕпе пурне те салам!
Пирĕн мухтавлă чăваш халăхĕ авал Шумер, Шубарту, Чашшар, Чувашрот, Аслă Пăлхар, Сăвар, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕсене тытса тăнă. Халĕ Чăваш республине тытса тăрать. Эпир авалтан патшалăхсем тытса тăма пултарни чăвашсем аслă та ăслă халăх пулнине пĕлтерет. Ку чăнах та çапла! Уяв ячĕпе! Чăваш республики малашне те пурăнтăр, аталантăр!