Инфекци госпиталĕн фасачĕ евĕрлĕ тунă павильон фотоÿкерчĕкне социаллă сетьсенче вăйлă сÿтсе явма пуçланă. Уфа çыннисем тĕрлĕ ят сĕннĕ. Вариантсем хушшинче – „Назаровская”, „Забелинская”, „Вторая волна”, „Внебольничная” тата „Госпитальная”. Малтан остановка ячĕ ансат – „Инфекционная больница” – пулнă. Анчах вăл республика Пуçлăхне Радий Хабирова килĕшмен. Правительствăри оперативлă канашлусенчен пĕринче вăл „эстетикăллăраххине” шухăшласа тупма ыйтнă.