Пур хыпар та
Общество
24 Июнӗн 2020, 12:00

Шихан çывăхĕнче юртăра çĕр каçăр

Торатау ту айĕнче эко-отель пулса тăнă, вăл часах туристсене йышăнма тытăнĕ.

Отель çичĕ юртăран тата каферен тăрать. Ултă-сакăр хăна шăнăçмалăх „номерсем” çулталăк тăршшĕпе ĕçлĕç. Хĕлле вĕсене кĕççепе ăшă тытмалла тăвĕç, хутса ăшăтмалли система ирттерĕç. Стандартлă номер хакне ирхи апат кĕрет. „Пĕтĕмпе кĕртнĕ” системăна юратакансем валли кафери апатланупа, ту тăррине экскурсипе, лашапа уçăлса çÿрессипе, фотосессипе тата велосипед прокачĕпе пакет сĕнĕç. Проект строительствине вырăнти предпринимательсем, „Торатау геопарк” АНО тата Ишимбай районĕн администрацийĕ хутшăнаççĕ. Эко-отель июлĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ.
Читайте нас: