Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июнӗн 2020, 13:15

Яшсене çара ăсатасси пуçланнă

Июнĕн 13-мĕшĕнче пирĕн районти малтанхи ултă призывник çар службине ăсаннă. Виçĕ кун­ран тата виçĕ çамрăк çын строя тăнă. Вĕсем тип çĕр çинчи çарсенче служба иртĕç. Çурхи призыв вăхăтĕнче 81 каччă çар ретне ÿстерĕ.

Çак призыв хăйне евĕрлĕ. Коронавирус пандемийи­не пула çамрăксене çара чаплăн ăсатассине йĕркелесе ирттермен. Ăсату районти çар комиссариачĕ умĕнчи площадьре йăлана кĕнĕ пек мар иртнĕ. Тăванĕсемсĕрех тата тусĕсемсĕрех.
Служба иртмелли вырăна ăсатас умĕн призывник­сене медиксем тĕплĕн пăхса тĕпченĕ, пурне те коро­навирус инфекцийĕ тĕлĕшпе тестпа тĕрĕсленĕ. Вĕсене республикăн Çар комиссариатне турттаракан техникăна ятарлă ĕçлесе тухаççĕ.
Чаçе пырса çитсен яшсене икĕ эрнене карантина яраççĕ. Çакна çар служащийĕсем хушшинче вируслă инфекци ан сарăлтăр тесе тăваççĕ.
Читайте нас: