Аургазă хыпарçи
+17 °С
Облачно
Общество
17 Июня 2020, 08:10

Ачана пурăнмалли çурт-йĕрсĕр хăвараймĕç

ПР Госпухăвĕнче-Курултайĕнче ашшĕ-амăш уйрăлнă тĕслĕхре ачашăн хушма алимент çинчен за­кон проектне йышăнма планлаççĕ.

Уйрăммăн илсен, списока пурăнмалли çурт-йĕр юрăхсăрлăхĕ çинчен пункт кĕртĕç, унпа килĕшÿллĕн, енчен те ача пурăнма çителĕксĕр юрăхлă условисенче амăшĕпе (ашшĕпе) юлать пулсан, вĕсене лайăхлатма ашшĕнчен (амăшĕнчен) хуш­ма укçа-тенкĕ шыраттарса илĕç. Çавăн чухне çак норма çула çитмен ачасем тĕлĕшпе кăна мар, ĕçлеме пултарайман çула çитнĕ ачасем тĕлĕшпе те вăйра тăрĕ.
Читайте нас