Пур хыпар та
Общество
16 Июнӗн 2020, 18:30

Ÿсĕр таксист ачасене таптаса кайнă

Иглино ялĕнче ÿсĕр водитель çулĕ çитмен ачасене таптаса кайнă.

Паян, июнĕн 16-мĕшĕнче, Иглино ялĕнче ÿсĕр таксист çулĕ çитмен ачасене таптаса кайнă. Шар курнисем пурĕ 15 çулта пулнă. Çав вăхăтра хĕрачасенчен пĕри тусĕсемпе шкула аттестат илме кайса пынă. Вăл йывăр сурансенчен вырăнтах вилсе кайнă. Ачасем пурте вырăнти шкулта вĕреннĕ. Вилнĕ хĕрача хăйĕн çуралнă кунĕччен икĕ уйăх пурăнса çитеймен.
Аваринче пурĕ çулĕ çитмен тăватă ача шар курнă. Виççĕшне больницăна ăсатнă. Пĕри йывăр халра.
ПР тăрăх ГИБДД фотоÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: