Çырла кăçал вăхăтра пиçсе çитĕнет. Утеймуллари питомникра ăна лайăх пăхаççĕ: вăхăтра çумлаççĕ, купалаççĕ, шăвараççĕ. Пĕртăван Ибрагимовсем 94-мĕш çултанпа сад çырли ÿстереççĕ. Çемье бизнесне вĕсен ашшĕ пуçланă, халĕ ĕçсене аслă ывăлĕ Ильшат ертсе пырать. Пĕтĕм çемйипе ĕçлеççĕ.