Вĕсем çынсене чи хаклине, нимĕнле технологипе те ĕçлесе тума çуккине, магазинта туянма пултарайманнине - хăйсен юнне - параççĕ.
«Донор» сăмах ăнсăртран мар латинла «donare» («парнеле») сăмахран пулса кайнă. Вĕсене нихăçан та курман донорсем умĕнче миллионшар çын хăйĕн пурнăçĕшĕн парăмлă пулса тăрать. Россия Федерацийĕн сывлăхлă, 50 кг кем мар виçеллĕ, 18 çултан пуçласа 65 çул таран ÿсĕмри кирек хăш гражданинĕ те донор пулма пултарать. Государство çакăн пек ырă кăмăллă çынсене уйрăмах хавхалантарать. «Российăн хисеплĕ донорĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа тÿлевсĕр 40 тата ытларах хут юн е 60 тата ытларах хут юн плазми панисене наградăлаççĕ. Енчен те процедура ун хыççăн тÿлев илме коммерци тĕллевĕпе пулнă пулсан, ят памашкăн условисене тĕрĕсленĕ чухне ăна шута илмеççĕ.
Ыттисене пулăшас тесе, аургазăсенчен нумайăшĕ хăйĕн сывлăхне пайлама хатĕр. Иртнĕ çулта Юн яракан республика станцийĕпе пĕрле районта донорлăхăн икĕ турне ирттернĕ.
Донор юнĕ пиçсе кайнисене тата суранланнисене, йывăр операци, хĕнпе ача çуратнă, химиотерапи хыççăн, гемофилипе тата анемипе чирлекенсене, эмел туса кăларма кирлĕ. Çĕршывĕпе кашни çул 1,5 млн çынна юн ямалла. Чĕрене операци тăвакан клиникăсенче пĕр сиплев вырăнĕ валли çулталăкне 12-15 литр юн кирлĕ!
Донорлăх юхăмĕ таврарисен шăпи тĕлĕшпе сÿрĕк мар çынсене, пурнăç çăлса хăварма тăрăшакансене, Донор кунĕ йĕркелеме вăхăт тата вăй тăкаклакансене, донорлăх çинчен хăйĕн тусĕсене тата çывăх çыннисене каласа паракансене явăçтарать.
Хаклă донорсем! Хăвăрăн юнăн пĕр пайне парса, эсир хăвăрăн ырă, таса тата уçă чун-чĕрен пĕр пайне паратăр. Эсир тĕнчене лайăхрах енне улăштаратăр, çакă тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.
Коронавируспа чирлесе ирттернĕ республика çыннисем ковид-19 чирлекенсене сиплеме плазма пама пултараççĕ. Унра антителасем нумай. Унсăр пуçне, биоматериал панăшăн Пушкăртстан Пуçлăхĕн указĕ тăрăх начар мар тÿлеççĕ. Енчен те донор 300 мл кем мар панă пулсан, вăл 2500 тенкĕ илĕ, 450 мл кем мар - 3750 тенкĕ, 600 мл - 5 пин тенкĕ.