Пур хыпар та
Общество
12 Июнӗн 2020, 11:00

Хисеплĕ аургазăсем!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар ИДРИСОВ саламлать.

Район Совечĕ тата администрацийĕ сире Россия кунĕ ячĕпе – халăх пĕрлĕхĕн тата пирĕн Тăван çĕршывăн хальхи пурнăçĕшĕн, малашлăхĕшĕн пĕрлехи яваплăх символĕпе – саламлаççĕ!
Россия пиртен кашнишĕн тăван кĕтесрен, эпир хамăр ĕçлекен, ачасем пăхса ÿстерекен тата малашлăха плансем тăвакан вырăнтан, пуçланать. Кулленхи ĕçĕпе района аталантаракансене, обществăлла пурнăçа активлă хутшăнакансене пурне те тав тăватпăр.
Çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, ырлăх-пурлăх, ыран­хи куна шанма тата ырă ĕçсенче пуринче те çитĕнÿсем сунатпăр!
Читайте нас: