Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июнӗн 2020, 00:35

Актера 12 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ

Мускавра Михаил Ефремов хутшăннипе çул çинчи транспортпа инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ, сурансем йывăр пулнă пирки курьер вилсе кайнă.

Нумай та пулмасть РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Мускав варринче çул çинчи транспортпа инкеклĕ ĕç тунă. Сăлтавĕ – актер урă мар хальлĕн руль умне ларнинче. Вăл хăйĕн „Гранд Чероки” автомобилĕпе хирĕç килекен машинăсен тăрăхне кĕрсе кайнă, „Лада” фургона пырса çапăннă. Унăн водителĕ, 67 çулти Сергей Захаров, йывăр суранланнă, реанимаци уйрăмĕнче вилсе кайнă.
Актера хăйне нимех те пулман, анчах та вăл хăйне лайăх мар туйнине пăлтернĕ, çавăнпа полицине кăтартусем пама килеймен.
Михаил Ефремов тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна 12 çул таран ирĕксĕр хĕварасси хăратса тăрать.
Экспресс газета.
Читайте нас: