Пур хыпар та
Общество
4 Июнӗн 2020, 17:50

Ачасем лагере кайма пултарĕç-и?

Июнь пуçланчĕ. Ашшĕ- амăшĕсене те, ачасене те ыйту хумхантарать: лагерь­сем уçăлĕç-ши е коронавирус лайăх канусăр хăварĕ, вара çу тăршшĕпе изоляцинче ларма тивĕ?

Паянхи кун тĕлне районта пĕр лагерь те ĕçлеме тытăнман. Паллах, пилĕк кунлăх онлайн- сменăсене шута илмесен. Унта 80 ача регистрациленнĕ. Вĕсем вал­ли план тăрăх тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, анчах пĕтĕмпе он­лайн-режимпа. Туссемсĕр, асра юлмаллисемсĕр, дискотекăсăр...
Районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн Рустам Гилязетдиновăн сăмахĕ тăрăх, ен­чен те Вĕрентÿ министерствинчен тата Роспотребнадзортан мĕнле те пулин хушусем килмесен, çак сезонра лагерьсем уçăлĕç. Вĕсем шкул ачисене июлĕн 13-мĕшĕнчен маларах, регион чикĕлевсене пăрахăçламалли виççĕмĕш тапхăра тухиччен, йышăнма пултараймĕç. Кăнтăрла пулмалли 22 лагерь (мĕнпур шкулта) уçма планлаççĕ, Г. Ибрагимов ячĕллĕ сывлăх лайăхлатмалли лагере (икĕ сме­на), икĕ ĕç лагерьне – лицейра тата Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкул­та, профиллĕ лагерьсене – Биш­каин ялĕнчи „Туслăх”, Г. Ибра­гимов ячĕллĕ лагерьте „Çамрăк спецназовец” - ачасене йышăнма хатĕрлеççĕ.
Хальхи вăхăтра пур çĕрте те сменăсене хатĕрленесси пы­рать, пурте çĕнĕ коронавирус требованийĕсене хăнăхаççĕ. Кану условийĕсем „хăйне евĕрлĕ” пулĕç. Отрядсене тата группăсене икĕ хут кемĕтĕç тата пÿлĕмсенче тума тивĕçлĕ 1,5 м дистанципе вырнаçтарĕç, ачасен сывлăх хал­не çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç. Ачасем маскăсăр канма пултарĕç. Сменăсен вăрăмăшĕ унчченхи юлать – 21 кун.
Читайте нас: