Шланлă ялĕнчи Алена Тимофеева предприниматель ĕçне 45 çула çитсен тытăннă. Ял хĕрарăмне пурнăçри лару-тăру çакăн пек утăм тума хистенĕ. Кадрсене чакарнă пирки ĕçрен кайиччен Алена Ивановна тăван ялĕнче 20 çул тăршшĕне библиотекарьте ĕçленĕ. Библиотекăна хупнă, вăл ĕçсĕр юлнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ăна парикмахера вĕренме сĕннĕ.
- Ун чухне Уфара çеç вĕрентетчĕç, çемьене темиçе уйăха пăрахса хăварма пултараймарăм. Тăватă ачана пăхмаллаччĕ, килти хуçалăха тытса пымаллаччĕ, - аса илет вăл.
Çавăнпа пулас парикмахер профессине Стерлитамакра вĕреннĕ. Анчах вĕренÿшĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр мар, хăй тÿленĕ.
- Парикмахер искусствине суйласа илтĕм, мĕншĕн тесен мана çак ĕç килĕшет, тата эпĕ çынсемпе ĕçлеме юрататăп. Манăн пысăк мар опыт пурччĕ, хамăн çемьерисен çÿçне эпĕ хам касаттăм вĕт, - тет Алена Тимофеева.
Шланлă хĕрарăмĕ хăйĕн ĕçне тытăниччен шкулта завхозра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ.
Вăл виçĕ çул каялла хăйĕн бизнес-планне ăнăçлă хÿтĕленĕ, ИП уçма Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан 50 пин тенкĕ суммăлăх субсиди илнĕ. Бизнеса аталантарма пурлăх пулăшăвĕ район администрацийĕнчен те килнĕ. Çак укçапа кирлĕ оборудовани тата сĕтел-пукан туяннă. Ентешне районти паллă предприниматель Виссарион Игнатьев пулăшнă, парикмахер унăн киоскне арендăна илнĕ. Пĕрремĕш çул уншăн аренда укçине тÿлеттермен.
Инçетри ялсенче пурăнакансем те типтерлĕ тата илĕртÿллĕ пуласшăн. Ун патне кÿршĕллĕ Тури Бегенеш, Тальник, Семен, Шĕвĕрлĕ, Садовка ялĕсенчен те килеççĕ. Хакĕсем те клиентсемшĕн илĕртÿллĕ. Вĕсем район центрĕнчинчен нумай пĕчĕкрех. Пулăшусен тĕсĕсем майĕпен анлăланса пыраççĕ. Çÿç каснисĕр тата сăрланисĕр пуçне кунта тата куç харшисене илемлетеççĕ, ялти хĕрсемпе хĕрарăмсем маникюр пулăшăвне те ыйтаççĕ. Алена Ивановна хăйĕн бизнесĕ, вăхăт иртнĕçем, анлăланассине тата ялти илемлĕх утравне çаврăнассине шанать. Çапла пулма перспективăсем вара пур.