Пур хыпар та
Общество
20 Майӑн 2020, 14:05

Сенкер чăрăшсем лартнă

Район центрĕнчи „Я люблю Толбазы” арт-объект патĕнче сенкер чăрăшсем лартнă.

Вырăнти çын Варис Богданов Ягафаров урамĕнче йывăç лартма пуçаруçă пулса тăнă. Профессийĕпе вăл терапевт врач, хăйĕн пахчинче нумай çул тăршшĕне хырă йывăççисен хунавĕсене ÿстерет. Ăна çак ĕçе пурнăçлама çурçĕр микрорайонĕн старости Рамиль Асулов пулăшнă.
Активистсем сенкер чăрăшăн 20 хунавне лартнă. Вĕсене пулăшма çурçĕр микрорайонĕнче пурăнакан ытти çынсем тухнă.
Читайте нас: