Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Майӑн 2020, 13:05

К.Иванова вулатпăр

Константин Ивановăн çуралнă кунĕн 130 çул юбилейĕ тĕлне флешмоб ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Активлă хутшăнма ыйтатпăр!

Чăваш поэзийĕн классикĕ, куçаруçă, педагог, поэт, вилĕмсĕр „Нарспи” поэмăн” авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа кăçалхи май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 130 ҫул пулать.
Çак датăна халалласа Чăваш Республикин Наци библиотеки Чăваш Республикин Культура министерствипе пĕрле Пĕтĕм тĕнчери „К.Иванова вулатпăр” флешмоб пуçланни çинчен пĕлтерет. Вăл 2020 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртĕ. Флешмоба хутшăнас тесен, К.Ивановăн кирек хăш хайлавне тĕнчери тĕрлĕ халăхсен чĕлхипе вуланине видео ÿкермелле, вăрăмăшĕ 3 минутран ытла мар пулмалла. Ролика #ЧитаемИванова, #МинкультурыЧувашии хештегпа социаллă сетьсенче хăвăрăн страницăрсенче вырнаçтармалла. Флешмоба кăмăл тăвакан кирек хăш çын та хутшăнма пултарать. „Нарспи” поэмăна тĕнчери нумай чĕлхене куçарнă. Вĕсемпе çак каçăсемпе иртсе паллашма пултаратăр:

«Нарспи» чăвашла
http://www.nbchr.ru/virt_ivanov/pdf/narspi/002.pdf
«Нарспи» вырăсла http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kikv_0_0000011.pdf
«Нарспи» тутарла
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001234.pdf
«Нарспи» удмуртла
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kikv_0_0000004.pdf
«Нарспи» якутла
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001236.pdf
«Нарспи» пăлхарла
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001232.pdf
«Нарспи» нимĕçле
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001233.pdf
«Нарспи» украинла
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001235.pdf
«Нарспи» акăлчанла (пĕр сыпăкĕ)
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kikv_0_0000024.pdf
Çырнисен пуххи http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kcht_0_0000154/inde..
Çырса пĕтереймен «Раб дьявола» драмăлла поэмăран сыпăк
http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kcht_0_0000158/inde..
«Константин Иванов - гений чувашской поэзии» виртуаллă выставка
http://www.nbchr.ru/virt_ivanov/index.htm
Читайте нас: