ПР Обществăлла палатинче „Ашшĕн хастарлăхĕ” награда илме заявкăсем йышăнасси вĕçленнĕ. Конкурса Аургазăри çичĕ арçын хутшăнать.
Çемье пуçĕсем наградăна ачасен вĕренÿри, ĕçри, спортри тата пултарулăхри пысăк çитĕнĕвĕсемшĕн илĕç. Усрава илнĕ ачасене тивĕçлĕ воспитани паракансене, çаплах ывăлĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне пуç хунă е хыпарсăр çухалнă ашшĕсене те палăртĕç.
Çемьеллĕ чи лайăх ашшĕсем пĕрремĕш наградăсене июнĕн 24-мĕшĕнче, Российăри Ашшĕсен кунĕнче, илĕç.