Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Майӑн 2020, 14:25

Маска тăхăнмасан штраф тÿлеттерĕç

Пушкăртстан Курултайĕ маска тăхăнмалли режима пăснăшăн штрафсем çирĕплетнĕ.

Пушкăртстан Курултайĕ маска тăхăнмалли режима пăснăшăн штрафсем çирĕплетнĕ: граждансемшĕн – 1-3 пин тенкĕ, иккĕмĕш хут пăснăшăн – 3-5 пин тенкĕ. Должноçри çынсене вăйлатнă хатĕрлĕх режимне пăснăшăн 5-15 пин тенкĕ штраф парĕç (иккĕмĕш хутĕнче – 15-30 пин тенкĕ), юридически лицосене – 50-100 пин тенкĕ (иккĕмĕш хутĕнче – 100-200 пин тенкĕ). Граждансене асăрхаттарма та пултараççĕ.
Документа республика Пуçлăхне алă пусма панă. Пушкăртстан харпăр изоляциленмелли режима йăвашлатрĕ, анчах та маскăсемпе çÿрес йĕркене çирĕплетрĕ. Халĕ обществăлла вырăнсенче тума тивĕçлĕ йĕркепе маскăсемпе тата перчеткесемпе çÿремелле.
Читайте нас: