Аургазă хыпарçи
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Майӑн 2020, 12:40

Çурçĕрте ĕçлекенсем таврăнаççĕ

„Уфа” аэропорта Якутинчен вахтовиксем вĕçсе килнĕ

Майăн 11-мĕшĕнче „Уфа” аэропорта „Якутия” авиакомпанин Талакан-Уфа рейсĕ вĕçсе килнĕ. Республикăна Чаяндари нефтьпе тата газпа пуян вырăнсенчен вахтăпа ĕçлекен 140 çын таврăннă, вĕсем ĕçленĕ вырăнта коронавирус инфекцийĕ сарăлнă.
Пассажирсене санитари врачĕсемпе аэропорт представителĕсем кĕтсе илнĕ, температурисене тĕрĕсленĕ хыççăн рабочисене автобуссем çине лартнă, обсерватора ăсатнă (60 çынна – „Танып” санаторине, 80 – „Родник Здоровья” профилакторине).
Çавăн чухне санитари требованийĕсене пурне те пăхăннă, пассажирсен багажне, самолета хăйне те дезинфекциленĕ, аэропорт представителĕсем харпăр хÿтĕленмелли хатĕрсемпе пулнă.
Аса илтеретпĕр, çак райс пĕрремĕш мар ĕнтĕ, маларах çурçĕрте вахтăпа ĕçлекен чылай çынна республикăна тавăрнă.
Читайте нас: