- Вăрçă вăхăтĕнче çак ташша пирĕн асатте-асаннесем ташланă. Кăçал килтен тухмасăр‚ тăвансемпе тата çывăх çынсемпе пĕрле асăннă акцие хутшăнма пулать‚ – ăнлантарса панă Пушкăртстанри çамрăксен политикин тата спорт министрĕ Руслан Хабибов.
Май уйăхĕн 7-мĕшĕччен кăмăл тăвакансем хăйсен ташшине видео çине çыртарса #ВальсПобедыБашкортостан хештегпа усă курса социаллă сетьре вырнаçтарма пултарĕç. Эстафетăна ыттисене те явăçтармалла.
- Ташша профессионалсен шайĕнче ташлани тĕп вырăнта тăмасть‚ чи кирли –уяв кăмăл-сипетне уçса пани. Вальс утăмĕсем питĕ ансат. Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн чи лайăх видеосенчен «Майский вальс» («Май вальсĕ») юрăпа усă курса пĕр ролик тăвăпăр. Ăна телевиденипе тата социаллă сетьсенче кăтартĕç‚ – тесе çырнă Пушкăртстанри Спорт министерствин ертÿçи.
https://ursas.rbsmi.ru/news/Kilten-tuhmas-r--nter-valsne-tashlama-pul-241746/