Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Апрелӗн 2020, 03:10

Эпир – пĕрле!

Пĕтĕм Российăри „Эпир пĕрле” акци йĕркипе ПР Чăвашсен регионти пĕрлешĕвĕ Стерлитамак хулинчи çивĕч нушаланакансем (нумай ачаллă çемьесем, ветерансем, инвалидсем) валли гуманитарлă пулăшу йĕркеленĕ.

Коронавирус эпидемине сарăлмасса йĕркеленĕ харпăр изоляциленмелли условисенче укçа-тенкĕ тата пурлăх енĕпе йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсемшĕн Аургазă районĕн çыннисем хула волонтерĕсем патне гуманитарлă пулăшу ăсатнă. Çĕнĕ Федоровка, Чăваш Хурамал, Шланлă, Треппел, Меселпуç, Манъел ялĕсенче пурăнакансем ялти тĕрлĕ апат-çимĕçе пухнă.
- Чăвашсем яланах ырă кăмăллă, пĕр-пĕрне ялан пулăшма хатĕр ҫынсем! Паянхи йывăр кунсенче те эпир хамăрăн тивĕҫе пурнăҫлатпăр! Пултарнă таран йывăрлăха лекнĕ ҫынсене пăрахмастпăр! Сывă пулар пурте, юратса, савăнса пурăнар ҫĕр ҫинче! - пĕлтерет волонтерсенчен пĕри Людмила Маркина.
Читайте нас: