Кашни халăхăн историйĕнче хăйсен ĕçĕсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе тăван ене кăна мар пĕтĕм нацине чапа кăларнă çынсем нумай. Антонина Нухрат çавăн пек паллă çын пулса тăрать. Вăл Надежда Крупскаяпа пĕрле ĕçленĕ, революци çулпуçне Владимир Ленина хăй куçĕпе курнă. Акă мĕн çырать вăл ăна аса илсе: „Эпĕ партин XI съезчĕн делегачĕ пултăм, ăна тÿреммĕн Владимир Ильич ертсе пычĕ. Съезд 1922 çулхи март вĕçĕнчен пуçласа апрелĕн 2-мĕшĕччен Кремльти Çавра залра ĕçлерĕ. Кунта, фойере, эпĕ пуçласа Ленинпа тĕл пултăм. Вăл ман çумран иртса кайрĕ, йăл кулчĕ. Эпĕ вара иментĕм: эп пĕрмеллĕ хулăн шинель йĕленпеччĕ, арçынсен хăлхаллă тир çĕлĕкĕпеччĕ, качака тирĕнчен çĕленĕ пушмакпаччĕ”. Антонина Ивановна Хĕвелтухăç енĕпе ЦК хĕрарăмсен пайĕн заведующийĕн заместителĕ пулнă. Вăрах вăхăт СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн аппаратĕнче ĕçленĕ. „Революци тата национальноçсем” журнала редакциленĕ. Обществăлла тата литература ĕçне илсе пынă, хĕрарăмсен юхăмĕ çинчен кĕнекесем хатĕрлессине хутшăннă. „Ĕçри хастарлăхшăн”, „Ĕçре палăрнăшăн” медальсемпе, „КПСС ретĕнче тăнине 50 çул” паллăпа наградăланнă.
Меселпуç шкулĕнчи „Çамрăк йĕрлевçĕсем” кружок членĕсем патне янă çырăвĕсенчен пĕринче Антонина Ивановна çапла çырнă: „Эпĕ 1900 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, 2000 çулта мана 100 çул пулать. Ентешсем аса илĕç-ши?” Палăртма кăмăллă – ăна кунта асра тытаççĕ тата сума сăваççĕ. Ахальтен мар çавра сĕтеле кунта ирттернĕ. Антонина Нухрат Уфа кĕпĕрнинчи Белебей уесĕнчи Менеузбаш вулăсĕнчи Мелеспуç ялĕнче чиркÿ псаломщикĕн çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăк чухнехи çулĕсем Меселпуçĕнче иртнĕ. Икĕ çул Макарта пурăннă. Ашшĕ „пурнăçра пĕртен-пĕр çул – çутта тухасси” тесе çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа та хĕрне Стерлитамакри хĕрарăмсен гимназине вĕренме панă. Ăна вĕренсе пĕтерсен, Антонина Манъел ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕрентме пуçланă, часах Таштамак ялĕнче ĕçлекен Сергей Сухарев учительпе паллашнă, вăл революцилле шухăшсен агитаторĕ пулнă. 1972 çул Меселпуç шкул музейне йĕркелесе яраканĕ, Исаак Никитин таврапĕлÿçĕ Павел ывăлĕпе тата Маруç хĕрĕпе Чулхула – Мускав – Ленинград маршрутпа çулçÿреве тухса кайнă. Çавăн чухне вĕсем Антонина Ивановна патне те кĕрсе курнă, анчах вăл чирлĕ пулнă, вырăнпа выртнă. Тухтăрсем унпа вăрах калаçма паман. Çавăн чухне Антонина Нухрат çапла каланă: „Манăн çамрăклăх Меселпуçĕнче иртрĕ. Унтах эпĕ хамăн юратăва тĕл пултăм. Сергей Таштамакра вĕрентекен пулса ĕçлетчĕ. Вăрман витĕр ман пата тĕлпулăва килетчĕ. Тăван ен нихăçан та манăçмасть. Тата тепре кайса курасчĕ çав вырăнсене...” Каярах Антонинăпа Сергей мăшăрланнă. Çапла унăн парти тата обществăлла ĕçе халалланă пурнăçĕ пуçланать.
Антонина Ивановна пурнăçĕнчи çак тата нумай ытти тапхăрĕсем çинчен çавра сĕтеле пухăннă хăнасем тата йĕркелÿçĕсем тĕплĕн калаçрĕç. Вĕсем хушшинче ПР „Канаш” РОО председателĕ Людмила Мурманская, Российăри наукăсен академийĕн Уфари федераллă тĕпчев центрĕн этнологи тĕпчевĕсен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ Игорь Петров, Наукăпа искусствăсен чăваш наци академийĕн Урал çумĕнчи филиалĕн ертÿçи Иван Тарасов, Пушкăрт государство медицина университечĕн философи кафедрин профессорĕ Ирина Сухарева, Чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн РОО Аургазă районĕнчи ĕçтăвком председателĕ Юрий Леонтьев, Бижбуляк районĕнчи Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н.Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла историпе краеведени музейĕн председателĕ Марина Николаева, Бижбуляк районĕнчи чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ Вера Васильева тата ыттисем пухăннăччĕ. Участниксене шкул директорĕ Николай Иванов, Меселпуç ялсовечĕн пуçлăхĕ Ирина Александрова, „Мичурина” ООО руководителĕ Александр Александров саламларĕç.
Антонина Ивановна хушма ячĕ тарăн пĕлтерĕшлĕ: „нухрат” урăхла „кĕмĕл укçа” тени пулать. Çакăн пек укçапа чăваш хĕрарăмĕсем пуçа тăхăнмаллисене (тухьяна, хушпăва) тата кăкăр çине çакмалли хатĕрсене илемлетнĕ. Ĕлĕк-авалхи вăхăтра хаклă укçасен шучĕпе хĕр, хĕрарăм пуян е чухăн пулнине пĕлме пулнă. Антонина Нухрат вара хăй пирĕн тăван ен, республика историйĕнче хаклайми пуянлăх пулса тăрать.
Пушкăртстан Республики пулса кайнине 100 çул çитнĕ май Пушкăрт спутник телевиденийĕнче „Пушкăртстанăн 100 ячĕ” рубрикăпа Антонина Ивановна çинчен наукăпа-популярлă фильм ÿкернĕ, çак тĕлпулура ăна курма май пулчĕ.
Паллă ентешĕн тăванĕпе, Белебейĕнче пурăнакан, учитель пулса ĕçлекен Надежда Павловапа паллашма питĕ кăмăллă тата интереслĕ пулчĕ. Вăл Тоня аппăшĕ çинчен хăйĕн асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Унăн нимпе те палăрса тăман сăмахĕсенче тарăн ăс-хакăл, нацин пуласлăхĕшĕн, Слакпуçĕнчи сăваплă вырăнсемшĕн чунтан хумханни тата ырату сисĕнчĕç.
Бижбуляк районĕнчи Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н.Вуколов-Эрлик ячĕллĕ историпе краеведени музей канашĕн председателĕ Марина Николаева Рудольф Павлов çыравçăпа тата академикпа пĕрле юбилей тĕлне „Антонина Нухрат тата Ираида Нарс” кĕнеке пичетлесе кăларнă. Презентаци хыççăн кăмăл тăвакансем туянма тата ăна хатĕрлекенсен автографне илме пултарчĕç. Кĕнекере Антонина Ивановна пурнăçĕнчи тата шăпинчи пĕлтерĕшлĕ фактсем, унăн асаилĕвĕсем, çывăх тата палланă çыннисем патне çырнă çырăвĕсем, тулли мар несĕллĕх йывăçĕ пур. Унта Меселпуç шкулĕн краевечĕ Иван Ефимов пухнă материалсем те сахал мар, вĕсемпе çак кунхине шкулти музейра паллашма май пурччĕ.
Шавлă сÿтсе явнă хыççăн çавра сĕтелĕн участникĕсем резолюци йышăнчĕç, унта Антонина Нухрат çинчен астăвăма ĕмĕрсене хăварма краеведсене малашне те унăн пурнăçĕпе тата ĕçĕпе çыхăннă архив докуменчĕсемпе материалĕсене пухма сĕнчĕç.
Мероприяти Меселпуçĕнчи культура çурчĕн „Шăпчăксем” ансамблĕн хаклă çынсемпе тĕлпулу тунсăхне тата савăнăçне палăртакан асра юлмалли юрри-кĕввипе вĕçленчĕ. Шкулта вĕренекен Анастасия Ефимова Петĕр Хусанкайăн „Эпир пулнă, пур, пулатпăр!” сăввине витĕмлĕ каласа пачĕ. Талантлă поэтесса тата композитор Ирина Саригель хăйĕн сăввине каларĕ, чăваш халăх юррине юрласа пачĕ. Нина Яколева алĕç ăстин изделийĕсен выставкине йĕркеленĕччĕ, унта хăйне евĕрлĕ тĕрĕсемпе тата кăткăс эрешсемпе наци костюмĕсене, пуçа тăхăнмаллисене тата ыттине курма пулатчĕ.
Çавра сĕтел ĕçне Пушкăртстан республикинчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн РОО председателĕн заместителĕ Юрий Петров хутшăнчĕ, вăл мероприятине йĕркелекенсене Тав çырăвĕсем пачĕ. „Мичурина” ООО руководительне Александр Анатольевича „Яла аталантарнăшăн” асăнмалăх медаль пачĕç.