Пур хыпар та
Общество
11 Мартӑн 2020, 17:00

Хисеп те чыс çак ăрăва

Бишкаинти ялти библиотекăра Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернине 75 çул çитни” юбилей медалĕ панă.

Тыл ĕçченĕсем хăйсен вăхăтĕнче фронтовиксенчен каярах мар паттăрлăх кăтартнă: уй-хирте ĕçленĕ, вăрман каснă, тĕрлĕ производствăра вăй хунă, çарти салтаксене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, çав вăхăтрах кил вучахне те упранĕ.
Бишкаин ялсовечĕн пуçлăхĕ Владимир Евстафьев Ольга Федотовна Гордеевана, Зинаида Степановна Антонована, Анна Алексеевна Трофимована çирĕплĕхшĕн, ĕçре тунă паттăрлăхшăн тав туса медаль панă тата хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламланă. „Искра” ХФХ пуçлăхĕ Дмитрий Никифоров ветерансене асăнмалăх парнесем панă. Людмила Васильева, Алевтина Андреева, Николай Иванов, Нина Иванова, Семен Иванов, Николай Васильев çак уява юрă-кĕвĕпе илем кÿнĕ.
Читайте нас: