Пур хыпар та
Общество
23 Нарӑсӑн 2020, 12:00

ПУШКĂРТСТАНРА УЛТĂ ЧĔЛХЕПЕ ДИКТАНТ ÇЫРНĂ

Республикăра Пушкăрт государство университетĕнче тата М. Акмулла яĕллĕ Пушкăрт государство педагогика университетĕнче Пĕтĕм тĕнчери диктант çырнă.

Çак кунхине кăмăл тăвакансем пурте диктант çырма хутшăнма пултарнă. Диктант валли текста Сабир Кадыровăн Минигали Шаймуратов çинчен çырнă повеçĕнчен илнĕ. Ăна Уфари аслă шкулсен преподавателĕсем кирлĕ чĕлхесене куçарнă. БГУра вырăсла, пушкăртла, чăвашла, удмуртла, М.Акмулла ячĕллĕ БГПУра тутарла, пушкăртла тата мари чĕлхипе диктант çырнă. Ку мероприятине çуллен ирттерме планлаççĕ.
Читайте нас: