Пур хыпар та
Общество
5 Нарӑсӑн 2020, 18:40

Ачасене кальянсемпе снюс сутма чарнă

Республикăра ачасене кальянсемпе снюс сутнăшăн паракан штраф суммисене çирĕплетнĕ.

Республикăра çулĕ çитмен ачасене кальян тата снюс сутнăшăн штраф виçĕ пинрен пуçласа 250 пин таран пулĕ. Административлă правăна пăсни çинчен регионти кодекса тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртнĕ.
Граждансемшĕн штраф 3-4 пин пулĕ, должноçри çынсемшĕн – 30-40, юридически лицосемшĕн – 150-200 пин.
Енчен те закона тепĕр хут пăссан, граждансен 4-5 пин тенкĕ тÿлемелле пулĕ, должноçри çынсен – 40-50, юридически лицосен – 200-250 пин.
Астутаратпăр, республикăра 2020 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчен çулĕ çитмен ачасене снюс сутма чарнă.
Читайте нас: