Пур хыпар та
Общество
24 Кӑрлач 2020, 16:55

Перепись талисманне шухăшласа кăлар

Пĕтĕм Российăри 2020 çулхи халăх перепиçĕн талисманне суйласа илес енĕпе наци конкурс­не хутшăнма ĕçсем йышăнасси пуçланнă.

Кирек епле объект (çын, чĕрчун, ÿсентăран, япала тата ытти) талисман пулса тăма пултарать. Сăмахран, умĕнхи перепиçĕн талисманĕ ВПН-2010 эмбле­мипе футболка тăхăннă хаваслă арçын ача пулнă. „Ĕçсем пурте авторăн пул­малла, пур персонажсен элеменчĕсен тата типажĕсен копине тума чараççĕ. Талисман ÿкерчĕкне тунă чухне конкурс участникĕсем ВПН-2020 официаллă сим­воликипе усăланма пултараççĕ”, - каланă конкурс условийĕнче.
Конкурс çĕнтерÿçин ĕçне перепиçĕн информаци материалĕсенче, интернетра ВПН-2020 страницисенче, телевиденин­че вырнаçтарĕç, çаплах çитес перепиçе халалланă массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне усăланĕç. Çĕнтернĕ ĕçĕн авторĕ укçан преми – 60 пин тенкĕ – илĕ.
Конкурса ĕçсем йышăнасси февралĕн 10-мĕшĕччен пырĕ (Мускав вăхăчĕпе 12.00 сехетчен). Унта 18 çул тултарнă Россия гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнма мал­тан ВПН-2020 сайтра (www.strana2020.ru) регистрациленмелле, ятарлă формăна çырса тултармалла, унта конкурс ĕçĕн ссылкине палăртмалла. Конкурс участникĕсем хăйсен ĕçĕсене Instagram сетĕнчи хăйсен страницинче вырнаçтараççĕ, @strana2020 активлă ссылкăпа, çаплах #талисман_пере­пись хештегпа палăртаççĕ. Çавăн чухне Instagram сетĕнчи конкурс участникĕн аккаунчĕ усăланакансемшĕн пуриншĕн те уçă пулмалла, ĕçсене вара .png е .jpeg форматпа тумалла. Пĕр участник виçĕ ĕçрен ытла мар тăратма пултарать.
Конкурс çĕнтерÿçине икĕ тапхăрпа палăртĕç: ВПН-2020 сайтĕнчи пуриншĕн те уçă сасăлавпа тата жюри, унта про­фессионал художниксемпе дизайнер­сем, Росстат, „Комсомольская правда” издательство çурчĕн представителĕсем, çаплах конкурс йĕркелÿçисем кĕрĕç, суй­ласа илнĕ тăрăх.
Сасăлав февралĕн 11-мĕшĕнче ВПН-2020 сайтра пуçланать. Регистрациленнĕ кирек хăш усăланакан та чи лайăх сăнара „нравится” („лайк”) паллă ларт­са сасăлама пултарать. „Лайксен” хисепĕ пухнă балсен хисепĕпе пĕр пулать. Сасăланин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи нумай балл пухнă ĕçсен шорт-листне тăвĕç.
Иккĕмĕш тапхăрта шорт-листри про­ектсене хаклĕç. Жюрин кашни членĕ чи лайăх ĕçсене мĕн чухлĕ-тĕр балл лартĕ. Балсене шутласа кăларнă хыççăн 2020 çулхи Пĕтĕм Российăри халăх перепиçĕн талисманĕн чи лайăх сăнарне тунă çĕнтерÿçе палăртĕç. Конкурс итогĕсене 2020 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчен каярах мар ВПН-2020 тата „Комсо­мольская правда” хаçатăн сайчĕсенче, çаплах социаллă сетьсенче перепиçĕн официаллă страницисенче пичетлесе кăларĕç.
Конкурс тăрăх информацине [email protected] çырса ярса тĕплĕнрех пĕлме пулать.
Читайте нас: