Аургазă хыпарçи
+19 °С
Облачно
Общество
13 Января 2020, 06:18

Нартукан ирттернĕ

Стерлитамак хулинчи 6-мĕш библиотекӑра «Нартукан» уявĕ ирттернӗ.

Хӑнасене библиотека заведующийӗ В.Ю. Зорина ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Хулари «Эреш» ансамбльӗн ертӳҫи Н.Е. Кобцева нартукан пирки тӗплӗн каласа панă. Пушкӑрт патшалӑх университечӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен 1-мӗш курс студенчӗсем ӗлӗк нартукан мӗнле ирттернине анлӑн кӑтартса панă. «Тавах», «Эреш», «Савни» ансамбльсем ӗлӗкхи юрӑсемпе уявра хутшӑннă.
А.ФЕДОРОВА, пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультетăн 1-мĕш курс студенчĕ.
Читайте нас