Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Октябрӗн 2019, 11:18

Бассейнсем тăвас ĕç малалла пырĕ

Радий Хабиров социалллă сетьсенче 2024 çулччен Пушкăртстанри 16 районта бассейнсем тăвасси çинчен каласа панă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ типлă проектсемпе, унта бассейн кăна мар, спортзал, хăшпĕр тĕслĕхре витнĕ каток та пулĕ, усăланассине палăртса каланă.
- Республикăра 210 бассейн пур, анчах та çакă çителĕксĕр. Республика тăрăх ĕçлĕ çулçÿревре пулнă чухне час-часах çынсем шывра ишме пĕлменни çинчен илтме тÿр килет, мĕншĕн тесен вĕренмелли вырăн çук. 21-мĕш ĕмĕрте эпир хамăра цивилизацин çакăн пек ырлăхĕпе тивĕçтерме пултарайманни тĕлĕнмелле. Лару-тăрăва лайăхлатăпăр, - палăртнă Радий Хабиров.
Читайте нас: