Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Сентябрӗн 2019, 17:37

ХУРА ТИНĔС ХĔРРИНЧИ ШКУЛ АЧИСЕН ĂМĂРТĂВĔ

Сентябрĕн 9-30-мĕшĕсенче Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă «Орленок» ача-пăча центрĕнче «Президент спорт вăййисем» ăмăртăвăн финалĕ иртет.

РФ Президенчĕ Владимир Путин ăмăртăва хутшăнакансемпе ăна йĕрлкелекенсене тата хăнасене çак паллă пулăмпа саламланă. Çĕршыв пуçлăхĕ каланă тăрăх‚ çакăн евĕр мероприятисем шкул ачисене хăйсен вăйĕсене тата пурнăçри малашлăха шанма май туса параççĕ.


«Çак ăмăрту‚ шкул пурнăçĕнчи чи паллă пулăмсенчен пĕри пулса‚ асăрта юласса шанатăп. Унсăр пуçне вăл сире культура тата пĕлÿ программисемпе‚ çĕнĕ паллашусемпе савăнтарĕ‚ хăвăр вăйăра тата малашлăха шанма пулăшĕ», - тенĕ Кремль сайтĕнче пичетленнĕ телеграммăра.


Владимир Путин ăмăрту смотрне хутшăнни пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине те палăртнă.


Финала хутшăнма суйласа илнĕ вăхăтра çамрăк спортсменсем спортри çирĕплĕхе‚ хăйсен пуçтарулăхĕпе çĕнтерес кăмăлне кăтартнă.


- Эсир çĕнтерме тĕллев лартнă. Çавăнпа пĕтĕм чун-чĕререн ăнăçу сунатăп, - тенĕ Раççей Президенчĕ.

Читайте нас: