Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10
Общество
13 Сентябрӗн 2019, 18:52

Ачасен апатланăвĕ тÿлевсĕр пулĕ-и?

Пуçламăш классенче вĕренекен шкул ачисемшĕн апатлану тÿлевсĕр пулма пултарать.

Çемье тупăшне пăхмасăр, пуçламăш классенче вĕренекен шкул ачисемшĕн апатлану тÿлевсĕр пулма пултарать. Çавăн çинчен „Фейсбукра” хăйĕн страницинче Госдумăн Пушкăртстанран депутачĕ Зариф Байгускаров пĕлтернĕ.

Парламентарий районсенчи çынсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕсене ача-пăча апатланăвĕпе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантарни çинчен палăртса каланă.
„Хальхи вăхăтра шкулта ачасем тĕрлĕрен апатланаççĕ: пĕчĕк тупăшлă çемьерисем тÿлевсĕр çиеççĕ, теприсем мĕн чухлĕ-тĕр укçа тÿлеççĕ. Ачасене çакна ăнлантарса пама йывăр: мĕншĕн Вася çиме пултарать, вăл вара – çук. Нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă ашшĕ-амăшĕсем те питĕ нумай документаци пухмалла тесе ÿпкелешеççĕ. Çавна валли вăхăт тата çул çине укçа тăкакламалла”, - пĕлтернĕ депутат.
Зариф Байгускаров Госдумăра ĕçтешĕсемпе çак ыйтăва сÿтсе явнă, ăна татса пама пуçламăш классенчи ачасемшĕн апатланăва çемье тупăшне пăхмасăр тÿлевсĕр тумалли çинчен пĕтĕмлетÿ тунă.
„Закон проектне ĕçлесе хатĕрлеме РФ Госдума тата Правительство представителĕсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн йĕркелерĕмĕр. Халĕ çĕршыври субъектсене шкул ачисен апатланăвне йĕркелеме федераллă бюджетран пулăшу пама кирлĕ укçа-тенкĕ суммисене шутласси пырать. Закона йышăнассин дати çинчен калама йывăр, анчах та закон проектне кĕрхи сессине кĕртме планлатпăр”, - палăртса каланă вăл.
Читайте нас: