Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Сентябрӗн 2019, 13:15

Пыл хурчĕсем мĕншĕн вилеççĕ?

Юлашки вăхăтра пыл хурчĕсем вилни тăтăшланса пырать. Çак пулăм пирĕн çĕршывра кăна мар, ытти çĕршывсенче те пулса иртет.

Тĕнчери нумай çăршывра пыл хурчĕсем вилнин проблеми пур. Çавна пула нумай ÿсентăран çухалма пултарать: вĕсенчен 80 процентне яхăн пайне пыл хурчĕ шăркалантарать. Великобританинче, Германинче, Грецинче, Италинче, Португалинче, Испанинче, Польшăра, çаплах Российăра çак проблема çивĕчленсе пырать.
Пыл хурчĕсĕр тĕнчере пир-авăр промышленноçĕ валли çĕрмамăк, садсемпе уй-хир чечекĕсем, апатланăвĕнче пыл хурчĕсем пур кайăксемпе чĕрчунсем пулмĕç. Пыл хурчĕсем пĕтĕм тĕнчипе чи кирлĕ 90 тĕслĕ тĕштырă культурине, улма-çырлапа пахчаçимĕçсене шăркалантараççĕ.
Çак инкеке хăшпĕр экспертсем официаллă мар ят та панă – „пыл хурчĕн грипĕ”. Пыл хурчĕ пĕтнин тĕп факторĕсем çаксем: климат улшăнни, экзотикăлла паразитсем, инфекцисем тата ял хуçалăхĕнче пестицидсемпе питĕ нумай усăланни.
Унсăр пуçне çанталăк та витĕм кÿрет. Çапла, сивĕсем вăрахрах тăнă тата çуркунне кая юлса килнĕ пирки пыл хурчĕн çемйисем хĕл каçаймаççĕ. Эстонинче çапла пулнă.
Латвинчи хурт-хăмăр ăстисем чи малтан „гнилец” текен чир активлă сарăлни айăплă тесе шутлаççĕ. Çак инфекци пыл хурчĕн личинкисене пĕтерет, вĕсене аталанма памасть. Шел пулин те, ку инфекципе кĕрешмелли эффективлă меслет халĕ те тупайман.
Великобританинче ÿсентăрансене шăркалантаракан пыл хурчĕсемпе сăпсасен 23 тĕсĕ пĕтнĕ. Нумайрах çавă ялхуçалăх политики улшăннă хыççăн пулса иртнĕ, юлашки вăхăтра Nosematidae паразит та хушăннă.
Канадăра юлашки темиçе уйăхра кăна 37 млн пыл хурчĕ (600 яхăн вĕлле) пĕтнĕ. Онтариора генетикине улăштарнă кукурузăна пестицидсен çĕнĕ тĕсĕпе ĕçлесе тухнă хыççăн пыл хурчĕсем массăллă вилнĕ.
Мобиллĕ телефон çыхăнăвĕ те пыл хурчĕсене ырă кÿмест иккен. Вĕсем ĕçе тухса кайсан телефон сигналĕсем вăйлă пулнипе каялла вĕллене таврăнма çул тупаймаççĕ, эппин - вилеççĕ.
Британи ученăйĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пыл хурчĕсем çĕр çул хушшинче Çĕр питĕнчен çухалма пултараççĕ. Çакă планетăшăн катастрофăпа тан пулĕ.
Тĕнчери çĕршывсенчен нумайăшĕ пестицидсемпе усăланас калăпăшсене кемĕтме тăрăшать. Ученăйсем те пыл хурчĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çĕнĕ çулсем шыраççĕ.
Гарвардри специалистсем вара „робо-пыл хурчĕ” тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Нумай та пулмасть вĕсем 0,09 г таякан модельпе (чăн-чăн пыл хурчĕ 0,122 г таять) паллаштарнă. Халĕ ученăйсем пĕчĕк роботсем тăвас енĕпе ĕçлеççĕ, вĕсене чĕрĕ пыл хурчĕсем пек тытма вĕрентеççĕ.
Читайте нас: