Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Сентябрӗн 2019, 11:24

Интернет урлă тÿлеме пулать

Аургазăсем çÿп-çап турттарса тухнăшăн регион операторăн сайтĕнче тÿлеме пултараççĕ

„Эко-Сити” РО пресс-службинче хăйсен сайтĕнче интернет-эквайрингпа – интернет урлă банк карттисемпе тÿлеме май паракан технологипе – усăланни çинчен каласа панă. Абонент лицевой счет номерĕ тăрăх харпăр хăйĕн кабинетне кĕмелле, банк карттин даннăйĕсене çырса тултармалла тата шутласа панă суммăна тÿлемелле. Çавăн хыççăн ăна электронлă чек килет. Кирек хăш банкăн Visa, MasterCard тата Мир тÿлев системисенчен укçа куçарма пулать. Çавăн чухне комисси илмеççĕ.
Çĕнĕ система тĕрĕслев режимĕнче пĕр уйăх ĕçленĕ. Çак вăхăтра унпа 160 абонент усăланнă.
- Эпир клиентсене майлă пулма сайтра харпăр хăйĕн кабинечĕ урлă тÿлемелли меслет турăмăр, - ăнлантарса парать „Эко-Сити” РО генеральнăй директорĕ Семен Земсков. – Халĕ мĕнпурин те тенĕ пек интернет пур. Хут çине пичетленĕ квитанцисене кĕтмелле мар. Кирек хăш самантра пирĕн сайта кĕме, шутласа панă суммăна курма, комиссисĕр тÿлеме, чек илме пулать. Пĕтĕмпех уçăмлă тата хăрушлăхсăр.
Харпăр хăйĕн кабинетĕнче çаплах регоператора çĕнĕрен шутласа пама тата квитанцинчи тĕрĕс мар информацине тÿрлетме ыйтса çырма та пулать.
Россия Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшусемшĕн, вĕсен шутне коммуналлă хытă каяшсем турттарса тухни те кĕрет, граждансем пурте вăхăтлă тата туллин тÿлеме тивĕçлĕ.
С. БЕЛЯЕВ.
Читайте нас: