Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Сентябрӗн 2019, 13:34

Электронлă паспортсем пулĕç

Электронлă паспортсем Россия çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕç тата ултав шайне кемĕтĕç.

Российăн вице-премьерĕ Максим Акимов электронлă паспортсем ĕçе кĕртни çинчен каласа панă. Электронлă паспортсем парас енĕпе пуçару проекчĕ 2020 çулта старт илет. Ăна чи малтан Мускав хулин çыннисене парĕç.
Çĕнĕ тĕслĕхлĕ документ икĕ компонентран тăрĕ – чиплă карттăран тата iOS, Android е Российăри „Аврора” платформа никĕсĕнче ĕçлекен смартфон çинчи приложени. Приложенине телефон çине çырса илнĕ хыççăн аутентификаци процесне иртмелле, кодсем илмелле тата ăна госпулăшусен порталĕпе синхронизацилемелле.
„Эксперимент юридически пĕлтерĕшлĕ мар трансакцисене пырса тивĕ. Сăмахран, алкоголь е табак продукцийĕ туяннă чухне хут паспорт вырăнне мобиллĕ приложени кăтартма май пулĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çакă NFC (даннăйсене проводсăр куçарассин технологийĕ) пулăшнипе таварсемпе пулăшусемшĕн тÿлени пек ĕçлĕ.
Система çаплах ÿсĕр çынсене е руль умĕнчисене алкоголь сутнине тĕрĕслеме тата, кирлĕ пулсан, блокировка тума пултарĕ. Çавна валли ятарлă тĕпчесе пĕлекен хатĕрсем – „пÿрне ÿкерчĕкне „вулакан” тачскринсем, е сăна пăхса палăртакан технологисем” йĕркелесе лартĕç. Акимов çаплах водительсен сăнне пăхса палăртакан технологи çывăх вăхăтра тума тивĕçлĕ йĕрке пулма пултарасси çинчен хушса каланă.
Пĕтĕм Российăри Обществăлла шухăша тĕпчекен центр Россия çыннисенчен электронлă паспорт çинчен мĕн шутланине ыйтса тухнă. Ыйтса тухнисенчен 59% хут паспорта электронлипе улăштарма хатĕр марри паллă пулнă. Çынсен 22% электронлă паспорт шанчăклă мар тесе шутлать. Тата 8 проценчĕ системăра тата даннăйсен базинче сбой пулассинчен шикленет.
Читайте нас: